АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ

20 апреля 2012 г.

Кĕрхисене пĕтме парас марччĕ

Район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров, тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов, "Раççей ял хуçалăх центрĕ" патшалăх учрежденийĕн Канаш районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Денисов тата тĕп агрономĕ Г.Семенова "Канаш" тата "Канмаш" аграфирма" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен уйĕсенче пулчĕç.

"Канаш" хуçалăхра кĕрхи тырăсене 270 гектар акнă, 160 гектарĕ – тулă, 110-шĕ – ыраш. "Канмаш" кĕр акине 600 гектар çинче туса хăварнă: тулă 250 гектар, ыраш – 350. Вĕсем начар мар хĕл каçнă. Айлăмри тата вăрман çывăхĕсенчи лаптăксенче çĕрнĕ, кăмăскаланнă вырăнсем пур. Çавăнпа та çав калчасен анисене вăхăта тăсмасăр сÿрелесе азот удобренийĕсемпе апатлантармалла.

Пултарулăхне Шупашкарта кăтартĕ

Республикăри "Чи лайăх класс ертÿçи" конкурсăн районти куçăмсăр тапхăрĕ иртнĕ. Республика тапхăрне хутшăнма Янкăлч вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Н.Феофанова ("Кĕçĕн ушкăнти чи лайăх класс ертÿçи" номинаципе) тата Шăхасан вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Н.Петрова ("25 çултан аслă мар чи лайăх класс ертÿçи" номинаципе) тивĕç пулнăччĕ. Вĕсем класс коллективĕсемпе республика комиссине класс ертÿçин программисене тăратнă. Çавăн пекех комисси классен сайчĕсене тишкернĕ. Республика конкурсĕн куçăмлă тапхăрне Н.Петрова тухнă.

А.Г.Николаев Вăтапуç çыннисем патне янă çыру

Вăтапуç библиотекинче "2012 çул – А.Г.Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнăранпа 50 çул" стендăн презентацине ирттернĕ. Унта космонавтăн автограф çырса панă сăн ÿкерчĕкĕсене, А.Г.Николаев 1997 çулта Вăтапуç çыннисем патне янă çырăва вырнаçтарнă.

Çырура акă мĕн çырнă: "Вăтапуç ялĕн хисеплĕ çыннисем! Хаклă ентешсем! Нумаях пулмасть Вăтапуç 425 çул çул тултарнине паллă тунине пĕлме тÿр килчĕ. Пытармастăп, урамсенчен пĕри ман ятпа хисепленсе тăнине илтме евеклĕ пулчĕ. Мана чыс тунăшăн пысăк тав. Ялта чаплă çынсем пурăннине, хăйсен чĕрисен хĕрÿлĕхне наградăпа пайташăн мар, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн, халăхăн ăс-хакăлне пуянлатассишĕн пани пушшех те савăнтарать. Çапла майпа вĕсем иртнĕ ăрусенчи ентешĕсен ырă йăлисене малалла тăсаççĕ. Хисеплĕ ватăсене çĕре çити пуç таятăп – Ольга Васильевна Шиловăна, Мария Митрофановна Тумашкинăна, Прасковья Григорьевна Григорьевăна; тава тивĕçлĕ ĕçченсене – Иван Осипович Осипова, Галина Петровна Андреевăна, Елена Максимовна Тумашкинăна; халăх интеллигенцийĕн представителĕсене – Василий Петрович Колпакова, Людмила Германовна Осиповăна, Юрий Семенович Никитина тата ыттисене те. Ялти пур çынна та çирĕп сывлăх, тулли телей, ĕçре пысăк çитĕнÿ сунатăп. СССР космонавт летчикĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ Николаев А.Г.".

Презентаци 35 ыйтуран тăракан "Гагаринпа Титов хыççăн" викторинăпа вĕçленнĕ.Стенда библиотека заведующийĕ Ю.Никитинăн архив материалĕсемпе усă курса хатĕрленĕ.

Район чысне чакаçсем хÿтĕленĕ

Шкул ачисен 2011-2012 вĕренÿ çулĕнчи XVI спартакиади шучĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокĕшĕн Çĕрпÿ хулинче армспорт енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта Чăваш Енри районсемпе хуласен 13 команди хутшăннă. Пирĕн район чысне Чакаç шкулĕнчи физкультура учителĕн Л.Атласкинăн воспитанникĕсем хÿтĕленĕ.

Юниорсен ăмăртăвĕнче тĕнче чемпионĕ пулнă К.Тихоновăна 50 килограмм виçеллĕ ушкăнра çитекенни пулман. 45 килограмм виçеллисем хушшинче Кристинăн тантăшĕ Е.Васильева çĕнтернĕ. Е.Матвеевăпа К.Гаврилова хăйсен виçисенче виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Яшсем хушшинче Д.Измайлов, В.Прокопьев, Н.Петров пьедесталăн чи çÿлти картлашкине хăпарма тивĕç пулнă. А.Мироновпа М.Александровăн кăтартăвĕсем тăваттăмĕш.

Вун икĕ кăтартăвăн суммипе канашсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Патăрьел тата Шупашкар районĕсен çамрăк спортсменĕсем.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика