20 апреля 2012 г.
Ака уйăхĕнчи пĕрлехи информаци кунĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерсе яма мĕнле хатĕрленни, ялсене тирпей-илем, хăтлăх кÿресси, сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программа, политика системин реформи çинчен калаçрĕç. Шупашкартан килекен ушкăн членĕсем нумай вăхăт пĕр çынсемех пулчĕç. Хальхинче вара пачах урăххисем. Вĕсем – Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ И.Устенко, "Чăвашэнерго" филиалăн директорĕ Д.Иванов, Шупашкарти районсен çут çанталăка сыхлакан прокурорăн аслă пулăшуçи Е.Евдокимов.
Ял тăрăхĕсене тухса каяс умĕн район администрацийĕн акт залĕнче кÿртĕм-канашлу иртрĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров район çур акине мĕнле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Районăн тĕп врачĕ Р.Федорова сывлăх сыхлавне çĕнетес ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Больницăна аслă медицина пĕлĕвĕ илнĕ 14 специалист кирлĕччĕ. "Земство тухтăрĕ" программа пурнăçа кĕме тытăнсан лару-тăру ку енĕпе лайăх енне сулăнчĕ. Вунă çамрăк врач килĕшÿ çырса ĕçе пуçăнчĕ. Тухтăр патне кĕме электронлă регистратура урлă черете тăрасси, поликлиникăпа уйрăмсене, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене медицина аппаратурисемпе, хатĕрĕсемпе пуянлатасси, эмелсемпе тивĕçтересси лайăхланса пыраççĕ. Райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталану пайĕн секторĕн заведующийĕ С.Николаев ялсен территорийĕсене тирпей-илем кÿрессин ик уйăхлăхĕнче тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсем çинчен паянхи тĕл пулусенче тĕплĕнрех каласа пама ыйтрĕ. Çакăн хыççăн администрацин пайĕсен тата службисен яваплă çыннисенчен йĕркеленĕ ушкăнсем графикра кăтартнă ял тăрăхĕсене тухса кайрĕç.
Республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ И.Устенко тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Шаккăл ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Вăл культура çуртĕнче иртрĕ. Ирина Геннадьевна информкунăн темисене уçса пачĕ. Владислав Васильевич унăн калаçăвне районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсемпе çирĕплетрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Степанов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Васильев вырăнти çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Вĕсем хускатнă ыйтусем ял çыннисене чылайранпа канăç памаççĕ. Сăмахран, Шаккăла пыракан çул япăххи, кĕпер тăвасси, сĕт хакĕ чакса пыни, райпо сĕт панăшăн укçа вырăнне таварсем пани, хакĕсем вара лавккарисенчен пысăкрах.
В.АЛЕКСЕЕВ.