20 апреля 2012 г.
Виçĕм кун ĕçлĕ çул çÿревпе Канаша Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн председателĕ И.Моторин килчĕ.
Пĕрремĕш чарăну "Эмаль" наукăпа производство фирмин сăрă тăвакан цехĕнче пулчĕ. Администраци корпусĕ умĕнчи тÿремре ăна хула пуçлăхĕ В.Вишневский, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников, фирма директорĕ Ю.Никоноров кĕтсе илчĕç. Тĕл пулура "Промтрактор–Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕ валли туса кăлармалли продукцин хăйне евĕрлĕхне сÿтсе яврĕç.
И.Моторин "Граск" акционерсен пĕрлĕхĕн хими промышленноçĕнче çĕнĕ технологисен производствине ĕçе кĕртекен цех ĕçĕпе интересленчĕ. Органикăлла мар хутăшсем (минераллă тăварсем) хатĕрлекен "Аурт-СВ" тулли мар яваплă пĕрлĕх заводне тăвассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕ. Хулари çул çÿревне "Спецвагондеталь" пĕрлĕх заводĕнче вĕçлерĕ. Çак предприятин представителĕ А.Гордиенко хăйне евĕрлĕ экскурси ирттерчĕ, тĕрлĕ продукци кăларакан цехсемпе паллаштарчĕ, ку чухнехи технологисемпе мĕнле усă курни çинчен каласа пачĕ. Иван Борисович мĕн курни ырă туйăмсем хăварни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, çак предприятисем Канаша малалла аталанма импульс парса тăрĕç.
Кăнтăрла иртсен Министрсен Кабинечĕн председателĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Софроновпа, район пуçлăхĕпе-депутатсен Пухăвĕн председателĕпе И.Ивановпа тĕл пулчĕ. Кĕске калаçу хыççăн вĕсем Шаккăл еннелле çул тытрĕç. Çак яла пыракан шоссе ванса пĕтнĕ, шăтăк-путăксене пула Канашран машина тытса мĕн те пулин тиесе килме çук, таксипе килесси çинчен шутламалли те çук. Водительсем çул япăххишĕн ÿпкелешеççĕ. Çул сарлакăшĕ 4,5 метр çеç. Хирĕç килекен машинăсене пĕр-пĕринчен иртсе кайма чĕр нуша, уйрăмах йĕпе-сапа вăхăтĕнче. Иван Борисович Шаккăл ял тăрăхĕсенче пурăнакансене ырă шанчăк парса хăварчĕ. Автоçулăн çак участокне республика бюджетĕнчен кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрса 2015 çулччен тĕпрен юсаса йĕркене кĕртессине пĕлтерчĕ.
Шуркасси вăтам шкулĕн спорт залне 2006 çулта тума пуçланă. Укçа-тенкĕ çитерейменнипе паянхи кун та хута ярайман. Укçи вара вăтамран 11-12 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Министрсен Кабинечĕн председателĕ объекта тĕплĕн пăхса çаврăнчĕ. Кун чухлĕ ĕç тунине сая ямалла маррине, республика бюджетне улшăнусем кĕртсе Шуркасси шкулĕн спорт залне туса пĕтерме укçа-тенкĕ уйăрма палăртассине пĕлтерчĕ. Кăçал мар тăк, килес çул спорт залĕ ачасен шавĕпе тулатех. Унта Шуркассинчи, çывăх ялсенчи çамрăксемшĕн те сывлăхĕсене спортпа çирĕплетме майсем пулĕç.
Иван Борисович шкула та кĕрсе тухрĕ. Унти вĕренÿ пÿлĕмĕсемпе шкул директорĕ Г.Петрова паллаштарчĕ. 117 ача вĕренет кунта. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 11 ача пĕлÿ çурчĕн алăкне уçса кĕрĕ.
Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕ пирки те темиçе сăмах каларĕ пысăк хăна. Республика правительстви çак вĕренÿ учрежденийĕн çуртне тĕпрен юсама пулăшасса шантарсах каларĕ.
В.АЧЧА.