АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннем! Итле, "веçех лайăх пулать!"

18 апреля 2012 г.

Ман алăра – "Канаш ен" хаçатăн кăçалхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче пичетленсе тухнă черетлĕ кăларăмĕ. Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин массăллă информаци хатĕрĕсен уйрăмĕнче тĕп специалист эксперт пулса ĕçленĕ май, республикăра тухса тăракан пур хаçат-журнала та ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн куллен тишкерсе тухма тивет. "Канаш ен" хаçата алла илсен вара – хам çуралса ÿснĕ яла, Ăвăспÿрт Кипеч ялне, çитсе килнĕнех туйăнать. Тĕп хулара 20 çула яхăн тĕпленсе пурăнатăп пулин те ачалăхра, яшлăхра ирттернĕ çулсем манăçа тухмаççех. Палланă, тахçан пĕрле хутшăннă çынсем çинчен вулама анчах мар, пĕлсе тăма та питĕ кăсăклă иккен.

Акă, асăннă 31-32-мĕш кăларăмри Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи шкулта вĕренекенсен амăшĕсем çинчен "Анне çутă хĕвел тейĕн" ятлă пĕчĕк çыру-саламсенчен тăракан пысăк статья. Эпĕ çуралса ÿснĕ Хырлăх урамĕнче пурăнакан, ман хĕрпе тус-юлташлă Настя Викторова, 8-мĕш класс хĕрачи, амăшĕ çинчен çапла çырать: "Анне килте чухне питĕ ăшă, хăтлă, пÿртре тутлă апат-çимĕç шăрши кĕрет. Анне мана ăнланать, ăна вăрттăнлăхсем каласа пама пулать", – тет. Ку, чăнах та, çапла. Амăшне лайăх палланă май, унăн сăмахĕсене çирĕплетме пултаратăп. Акă тата Владислав Федоров, вăл та 8-мĕш класра вĕренет, хăйĕн амăшĕ çинчен: "Вăл ĕçлеме ÿркенмест, пĕр вырăнта лараймасть. Анне кашни ĕçе типтерлĕ тăвать…", – тесе çырать. Ку та тĕп-тĕрĕс. Владислав амăшĕ Ольга Анатольевна ялти шкулта библиотекарь пулса ĕçлет, икĕ паттăр ывăл пăхса çитĕнтерет. Чăнах та, Ольга Анатольевна - питĕ ăшă кăмăллă та тарават хĕрарăм, ун аллинче ĕç вĕресе тăрать.

Ачасем çырнă чунтан тухакан сăмахсене вуланă май хамăн тăван анне куç умне тухса тăрать. Вăл - Елена Васильевна Георгиева, темиçе çул каялла анчах çак шăпăрлансене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕскер. "Канаш ен" хаçат редакцийĕн ĕçченĕсен унăн ятне пĕлмеллех - час-часах "Л. Георгиева, Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ" тесе пичетленсе тухаççĕ анне çырнă тĕрленчĕксем. Шăп та лăп Л.Георгиева - манăн юратнă анне, ытарайми çыннăм, çутă хĕвел. Ачасем хĕрарăмсен кунне халалласа çырнă пур йĕрке те – çав шутра ман анне çинчен те. Хăй вара вăл çак çулсем хушшинче сирĕн хаçатпа тачă çыхăнса ĕçленĕ май, кам çинчен кăна ырă сăмахсем çавăрттарса çырман пуль, кам ятне кăна ырăпа асăнса тата мухтаса çÿле çĕклемен пуль; Хăйĕн çинчен вара - пĕр сăмах та.

Çапла вара, пĕрре, тĕплĕ ларса, тăван анне çинчен каласа парас килет. Вулатăр, тĕлĕнтĕр, тен, савăнтăр та...

Халĕ анне тивĕçлĕ канура, 60 урлă каçнă, анчах... Анчах унăн куçĕсем халĕ те ялкăшаççĕ, хусканăвĕсем çамрăк чухнехи пек йăрă, пÿ-сийĕ яштака та илемлĕ, хĕр утса пырать тейĕн. Аннене кулленхи ĕçре курса пирĕн, хулара пурăнакан виçĕ хĕрĕн, пичĕсем хĕрелмеллипех хĕрелеççĕ. Хула пурнăçĕ кахаллантарать те, ачашлантарать те. "Мĕн ĕçлерĕр паян;" – тесе ыйтсан, нихăçан та: "Тин çывăрса тăнă-ха", – тенине илтсе курман. Эпир ăшă вырăн çинчен те тăман, ялти ватă аттепе анне вара тем те туса ĕлкĕрнĕ, таçта та çитнĕ, ĕçĕ вара - тата темиçе кун валли... Ялти кил-хуçалăх нихăçан та алла усса ларма памасть вĕт. Ытларах çывăрса пăх кăна - нумай кая юлма пулать.

Анне мĕн канăва тухиччен ялти шкулта учительница пулса тăрăшрĕ, ĕçне чунĕпе парăнса турĕ, халĕ те унăн калаçăвĕнче "шкул" сăмах час-часах тĕл пулать. Вĕренсе тухнă нумай-нумай ача ман анне çинчен: "Елена Васильевна ман юратнă вĕрентекенччĕ", – тесе калама пултарать, калать те. Хăш-пĕр вĕрентекене мĕнпе вĕрентнине те манса каяççĕ пулсан Елена Васильевнăна вара никам та манмасть. "Елена Васильевна мана çавăн чухне çапла каласа хучĕ", "Елена Васильевна юрлама питĕ ăстаччĕ", е тата "Пĕрре пире Елена Васильевна Хусанта çухатнă вĕт...", – тесе каласа паракансем, чарăнса тăрсах анне ятне аса илекенсем Шупашкар урамĕсенче те час-часах тĕл пулаççĕ мана. Ялан салам каласа яраççĕ, сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлеççĕ, пурнăçĕпе интересленеççĕ. Çапла пулмалла та пуль вăл чăн-чăн вĕрентекенĕн шăпи; Пирĕн аннен тăван ачисем те сахал мар, эпир килте пиллĕкĕн - икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕннĕ. Халь пурте çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ. Аякра пулсан та, пирĕн пур çитĕнĕве те астăвать вăл! Пирĕнне анчах мар, пур вĕренекенĕсенне те: аса илет вĕсене, тĕрĕс çул çине тăнăшăн савăнать. Çавăнпа юратаççĕ те ăна ялта, хисеплеççĕ.

Çапла, пурнăç шăвать. Эпир, тăван ачисем, çумра мар. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте шутласа кăларнă наукăпа техника çитĕнĕвĕсемшĕн кама тав тумалла-ши; Кашни кун анне сассине илтме май пурри, вăл чĕрĕ-сывă пулнине пĕлсе тăни - мĕн тери телей аякри ачисемшĕн! Шупашкар хули çамрăк чухне ялтан питĕ инçе пек туйăнатчĕ, хальхи çулсем вара - тап-такăр анчах мар, çып-çывăх та. Тÿрĕ çулпа Шупашкартан Ăвăспÿрт Кипеч ялне, чи нумаййи, пĕр сехетре çитме пулать. Пире валлиех çыхăнтарчĕç пулĕ виçĕ район (Канаш, Çĕрпÿ, Вăрмар) тĕл пулакан вырăнти çула. Иртсе каймассерен савăнать чĕре. Халĕ, ĕçлеме пăрахса килти хуçалăх ĕçĕсемпе пурăнакан анне, паллах, ачисене тăван киле ытларах та кĕтет пулĕ. Чи лайăххи вара – çумра юратнă мăшăрĕ - пирĕн атте, Вячеслав Михайлович Георгиев, пурри. Тупма пĕлнĕ вĕт-ха вĕсем пĕр-пĕрне! Ахальтен каламаççĕ çав халăхра: "Ыр хĕре ялтан ямаççĕ", – тесе. Пĕр урамра выляса ÿснĕ, пĕр сăрт-тăвайккинчен ярăннă, пĕр класа çÿренĕ çамрăксем - вĕсем халь те пулин тус-юлташ пек пурăнаççĕ. Кулаççĕ, шÿтлеççĕ, пĕр-пĕрне тĕрткелесе илеççĕ, ачасем тейĕн... Куçĕсенче вара - юрату, ăнлану, телей. Атте аннене ирпе сĕт пама кайсан та нихăçан та йывăр йăттармасть, салтак пек юнашар утать. Тав ăна уншăн, аннене перекетленĕшĕн. Пирĕн, ачисен, вĕсенчен вĕренмелле те вĕренмелле кăна: çирĕп ĕмĕтленсен, тăрăшсан – пурнăç чарăнмастех, вăл – малаллах...

Çуркунне вăй илет, унтан – çулла. Ĕçсем пухăнса çитнĕ пулмалла аттепе аннен. Ватăлтарас килмест вĕсене, нумай-нумай çул пурăнтарас килет. Çу уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче аннепе атте пĕрлешсе пурăнма пуçлани 40 çул çитет. 40 çул - вăрăм çул. Аслă пичче те кĕçех çак çула çитет пирĕн. Çак ятпа вĕсене пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунас килет. Пĕлетĕр-и, манăн анне Елена Васильевна пек ĕçчен, тăрăшуллă çынсем çĕр çинче пурăнаççĕ пулсан, тĕнче, ял тытăнса тăрать-ха, пĕтмест, аталанать!

Анне, юрататпăр сана, мухтанатпăр санпа! Çак йĕркесем саншăн çуркуннехи пек ырă салам вырăнне пулччăр, ан кулян, ан хуйхăр, хăв калашле - "веçех лайăх пулать!" Çапла пултăр та! Систермесĕр çырнăшăн ан çилен, сан пек хитре çырма эпир вĕренетпĕр кăна-ха.

Т.НИКИТИНА.

Шупашкар хули.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика