АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса та тирпейлĕ пулсан уяв тата та хаваслăрах

18 апреля 2012 г.

Район администрацийĕн акт залĕнче ирттернĕ канашлăва райадминистрацин пайĕсен, службисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.

Централизациленĕ бухгалтерин ертÿçи В.Филиппова ял тăрăхĕсенче налуксем пухассипе мĕнле лару-тăру пулни çинчен тухса калаçрĕ. Вăл ытларах çак енĕпе япăх ĕçлекен, ытти тĕрлĕ организаци умĕнче парăма кĕнĕ ял тăрăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ, залран панă ыйтусене хурав пачĕ.

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли ик уйăхлăх пуçланчĕ. Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕччен йывăç-тĕмĕ лартмалла, эрозие хирĕçле мероприятисем ирттермелле, çул хĕррисене çÿп-çапран тасатмалла тата ытти ĕçсем тумалла. Тĕплĕнрех район администрацийĕн обществăлла инфратытăм пайĕн сектор заведующийĕ С.Николаев каласа пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çурхи шыв-шур вăхăтĕнче тумалли мероприятисене пурнăçлассине, çулсем айĕнчи пăрăхсене тасатассине, ялсенчен çÿп-çап турттарса тухассине лайăхлатма хушрĕ.

Обществăлла инфратытăм пайĕн пуçлăхĕ В. Алантьева граждансене пурнăç условийĕсене лайăхлатма хваттер е çурт илме черете тăратмалли йĕркепе, мĕнле документсем хатĕрлемелли çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе ятарласа вĕренÿ канашлăвĕ ирттерме йышăнчĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 67 çул çитет. Çак аслă уява тивĕçлипе кĕтсе илес енĕпе ирттерме палăртнă мероприятисемпе районăн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн сектор заведующийĕ Л.Арсентьева тата вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев паллаштарчĕç.

Хулапа район прокурорĕн аслă пулăшуçи Д.Лаврентьев ял тăрăхĕсенче коррупцие хирĕçле нормативпа экспертиза акчĕсем хатĕрленĕ чухне тунă йăнăшсем çинче чарăнса тăчĕ. Хулапа районти халăха ĕçе вырнаçтаракан центр директорĕ Б.Семенов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ĕçсĕррисен шутĕнче тăракансене вăхăтлăх ĕçсене вырнаçтарас енĕпе активлăрах пулма чĕнсе каларĕ.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вырăнти çивĕч ыйтусене татса парассине вăйлатма хушрĕ, Аслă çĕнтерÿ уявне чыслăн кĕтсе илме палăртнă мероприятисене хатĕрлемешкĕн пуçăнма вăхăт çитнине аса илтерчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика