АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пилĕк кун вĕренсе икĕ кун канĕç

18 апреля 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен çамрăксене салтака илес тапхăр пырать. Çурхи призыв вăхăтĕнче Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тĕрлĕ çар чаçĕсене 248 çамрăка ямалла, çав шутран Канаш тăрăхĕнчен – 111-ĕн. Служба вăхăчĕ – унчченхи пекех пĕр çул. Вĕсен ĕç эрни пилĕк кун пулать, шăмат кунпа вырсарни кун канаççĕ.

Çар ĕçĕпе çыхăнман ĕçсене тутармĕç. Сăмахран, казармăсене, складсене, çар подразделенийĕ вырнаçнă территорие çÿп-çапран тасаттармĕç. Хĕлле тактика занятийĕсен сехечĕсенче салтаксене плаца юртан хыртарнă, çулла алла шăпăр тытса пĕр вĕçĕм çулсемпе тротуарсене шăлтарнă. Малашне çак ĕçсене ахаль çынсем пурнăçлĕç, апат-çимĕçе те вĕсемех хатĕрлĕç. Салтаксем хуçалăх ĕçĕпе вăхăта усăсăр ирттермĕç, вĕсен планпа килĕшÿллĕн çар ăсталăхне ÿстерме вăхăт нумайланать. Çĕршыв хÿтĕлевçи эрнере пилĕк кун физкультура занятийĕсенче ÿт-пĕвне çирĕплетĕ, çапăçу ăсталăхне алла илĕ, шанса тыттарнă пăшала, техникăна пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек вĕренсе çитĕ. Шăмат кун тата вырсарни кун уншăн канмалли кунсем пулса тăрĕç.

Кун йĕрки те улшăнать. Ирхине çичĕ сехетре тăратĕç, каçхине вун пĕрте вырттарĕç. Унччен каçхине вуннăра утиял айне кĕрсе выртма команда панă, ирхине улттăра ура çинче пулнă. Пур чаçсенче те кăнтăрлахи апат хыççăн канма пĕр сехет уйăрĕç. Сроклă службăри салтаксене алла укçа памаççĕ. Республикăри çар комиссариачĕн Канашри пухăну пунктĕнче чаçе ăсатас умĕн ВТБăн банк карттисене параççĕ. Çав карттăсем çине укçа (довольсти) куçарса тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсен счетне банкоматсем урлă тултарма пултарать.

Эрне кун район администрацийĕн пуçлăхĕ, районти çар призыв комиссийĕн председателĕ В.Софронов черетлĕ лару ирттерчĕ. Ларăва унăн çумĕ, республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов, ертсе пычĕ. Комисси членĕсем – районăн тĕп больницин терапевт врачĕ Л.Филиппова, район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Васильев, çар комиссариачĕн уйрăмĕн фельдшерĕ А.Журавлева.

Призывниксене пĕрерĕн комисси ларăвĕ иртекен пÿлĕме чĕнчĕç.Чи малтан Н.Васильев кĕчĕ. Вăл Кармами выçăлккинчен, Чăваш патшалăх университечĕн машинăсем тăвакан факультетĕнче вĕренет. Спортпа туслă – грекпа римлян кĕрешĕвĕпе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, алла-аллăн çапăçассипе интересленет. Çара каяс тесе академи отпускĕ илнĕ. Николай сывлăш çар десантникĕн пакунĕсене çакма ĕмĕтленет. И.Фадеев – Сиккасси каччи, университет студенчĕ, кăçал программист инженер дипломне илме хатĕрленет. А.Арсентьев Карăклă вăтам шкулĕнче юлашки çул вĕренет. Иван та, Алексей та кăвак берет тăхăнас кăмăллă.

Е.Кузьмин çÿллĕшĕпе 188 сантиметр, йывăрăшĕпе 70 килограмм. "Манăн Президент полкĕнче службăра тăрас килет", – пĕлерчĕ вăл кĕнĕ-кĕменех. Евгений Мускаври патшалăх университечĕн политехника факультетĕнче промышленность предприятийĕсене электроэнергипе тивĕçтерекен инженерăн пĕлĕвне куçăмсăр майпа илет. Паллах, çак полка лекни пысăк хисеп, чыс. Кремльте служба ирттерес текенсем сахал мар, унта çулталăкра пĕрре, кĕрхи призывра, суйласа илсе йышăнаççĕ. Сухайкасси каччине аялти хутри пÿлĕмре Президент полкне юрăхлă пулас текенсен анкетине тултарма сĕнчĕç. Шăхасанта пурăнакан М.Никитин кĕçех ял хуçалăх техникин механик инженерĕ пулса тăрĕ. Максим Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тинĕс-çар флотĕнче пурнăçлама килĕшрĕ. В. Егоров та моряк пулма хатĕр, анчах та Вениамин хăйне тинĕс пехотинецĕсен ретĕнче курасшăн. Часах ун аллинче аслă пĕлÿ илнине пĕлтерекен диплом пулĕ.

Пÿлĕме шикленерех кĕрсе тăнă йĕкĕт Канашри професси училищисенчен пĕринче вĕренет, çамрăк пулин те хăйĕн биографине пăсма ĕлкĕрнĕ, киоскра сигарет вăрлама хăтланнăшăн 1500 тенкĕ штраф панă. "Çара кай, çĕнĕ пурнăç пуçла, ăсланса таврăн. Унта туртмаллине тÿлевсĕр параççĕ. Урăх нихăçан та саккуна ан пăс" – ăс пачĕ Ю.Барышов.

Салтакăнни евĕр çирĕп утăмсемпе маттур яш кĕчĕ. Хăй килни çинчен çарти пек саспа пĕлтерчĕ. Комиссире ларакан арçынсем ăна тÿрех палласа илчĕç. П.Кудрявцев – Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнчи кадетсен класĕн воспитанникĕ, отделени командирĕ, кăçал уншăн юлашки шăнкăрав янăрĕ. Турник çинче 12-15 хутчен туртăнма пултарать, пĕлĕвне аслă вĕренÿ заведенийĕнче ÿстересшĕн. Анчах та ăçта, кама вĕренме каяссине суйласа илеймен-ха. "Малтан салтакра пул, киле кайма тухас умĕн командиртан çар службинче тăнине ĕнентерекен хут ил, вăл вара сана бюджет вырăнĕсене кĕме çăмăллăх парĕ, призыв умĕн панă пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем вăйрах юлĕç", – сĕнÿ пачĕ çар комиссариачĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов.

– Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче республикăри призыв комиссийĕн ларăвне ирттерĕç. Ун чухне ăçта лекесси пуçĕпех паллă пулĕ. Ăнăçу сире! – терĕ районти призыв комиссийĕн председателĕ В.Софронов.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика