18 апреля 2012 г.
Эрне кун район депутачĕсен Пухăвĕн XVI ларăвĕ иртрĕ. Яланхи пекех вăл район гимнĕпе пуçланчĕ. Кун йĕркинче – тăватă ыйту.
Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков икĕ ыйтупа тухса калаçрĕ. Пĕрремĕшĕ – "Канаш районĕн 2011 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен хатĕрленĕ отчета çирĕплетесси". Андрей Николаевич укçа-тенкĕпе ăçта усă курни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Федерацин тата республикăн тĕллевлĕ программисене пурнăçа кĕртес енĕпе мĕнле ĕçленине каласа пачĕ. Ача сачĕсене финанс енчен мĕнле пулăшса тăни çинчен панă ыйтусене хуравларĕ. Иккĕмĕшĕ – "Депутатсен Пухăвĕн районăн 2012 бюджечĕ çинчен кăларнă йышăнăва улшăнусем кĕртесси". Чи малтанах районăн кăçалхи бюджечĕ 50 миллион тенке яхăн пысăкланни çинчен пĕлтерчĕ. Çакăн хыççăн улшăнусем çинчен каласа пачĕ. Депутатсем вĕсене сасăласа йышăнчĕç.
Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев управленин улшăнусем кĕртнĕ положенийĕпе паллаштарчĕ. Пуху çак документа пĕр саслăн çирĕплетрĕ. Вĕренÿ управленийĕн йĕркелÿпе методика центрĕн методисчĕ С.Калиновская 2009-2011 çулсенче ачасемпе çул çитмен çамрăксен канăвне, сывлăхне çирĕплетессине, ĕçлĕ пулассине мĕнле йĕркелесе пынине пĕтĕм-летрĕ. 2012 çулта ачасен канăвне йĕркелессипе çыхăннă ĕçсене палăртрĕ.
Ачасен ашшĕ-амăшĕ, ачасен саккунлă представителĕсем хула тулашĕнчи сывлăха лайăхлатакан лагерьсене, республикипе вĕсем 15 яхăн, яма путевкăсем илме шкулсене пымалла. Ыйтса çырнă хутсене ака уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. "Космонавт" лагерь çу кунĕсенче Канаш енĕн 347 ачине кĕтсе илĕ.
Лару вĕçĕнче районти ветерансен канашĕн председателĕ М.Данилова сăмах ыйтрĕ. Иртнĕ çула Космонавтика çулĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Пирĕн паттăр А.Г.Николаев палăкне Шупашкарта лартма укçа-тенкĕ пуçтарнă. Унта районти ветерансем те хастар хутшăннă. Палăк тума 107 пин тенкĕ пухса панă. Мария Никитична республикăри ветерансен канашĕ хушнине пурнăçласа район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова чăваш халăхĕн паллă ывăлне, СССР космонавт летчикне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинне А.Г.Николаева асăнса монумент палăкĕ лартас ĕçре курăмлă тÿпе хывнăшăн Тав çырăвĕ пачĕ.
В.АЧЧА.