АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунĕ вăрăмланнăçем ĕçĕ нумайлансах пырать

13 апреля 2012 г.

"Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн техника паркĕнче тирпейлĕ те таса. Çурхи уй-хир ĕçĕсене хутшăнакан тракторсене, кăкармалли агрегатсене салтаксем пек пĕр рете лартса тухнă. Кунтах Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров. Вăл механизаторсемпе сăмахларĕ, тракторсем техника енчен мĕнле пулнине тĕрĕслерĕ. Анатолий Дмитриевич механизаторсемпе сассине хăпартмасăр калаçни, хушăран хушă мухтаса илни техникăна хире илсе тухма мĕнле хатĕрленнипе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Хуçалăхри 6 трактора 6 механизатор çÿретет. С. Алексеевпа А.Максимов нумаях пулмасть "хурçă утсене" ĕçлеттерме ирĕк паракан ĕнентерÿ хучĕсем илнĕ. Паллах, çамрăксене опыт пухнă аслă юлташĕсем вĕрентсех тăраççĕ, ĕçпе те, сăмахпа та пулăшма тăрăшаççĕ.

Парка çăмăл автомобильсем пĕрин хыççăн тепри килчĕç. Вунă сехет тĕлнелле халăх самаях пухăнчĕ. Вĕсем – районти ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх, кредит, страховани учрежденийĕсен представителĕсемĕсем. Часах район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ А.Егоров, агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕсем çитрĕç. Пай пуçлăхĕ В.Никоноров "2012 çулта çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттерсе ямалли мерăсем çинчен" семинар-канашлăвăн практикăллă пайне уçрĕ. Валерий Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, "Хучель" пĕрлешÿ çур акине кĕске вăхăтра ирттерме районта чи малтан хатĕрленсе çитнĕ. Çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексене кирлĕ чухлĕ кÿрсе килнĕ. Пĕрлешÿре 17 çын вăй хурать, кашнинех вăтамран 60 гектар çĕр тивет. Йывăр тиев, анчах та нихăшĕ те кăмăлсăр пулман, нăйкăшман. Мĕншĕн тесен вĕсен ертÿçи В.Александров ĕçлекен çынна кÿрентермест, ĕç укçине вăхăтра тÿлет, тырă та, утă-улăм та уйăрса парать. Çавăнпа та вăл ертсе пыракан пĕрлешÿ – лайăххисен шутĕнче. Опычĕ те самаях пысăк Владимир Георгиевичăн. Çирĕм çул ытла вăл хуçалăха ертсе пырать. Унран канаш ыйтма ытти хуçалăхсен ертÿçисем те час-часах килеççĕ. Ырă сĕнĕвне вара кашнин валлиех тупать.

– Акмалли лаптăксем 1165 гектар. Пахалăхлă, репродукциллĕ вăрлăх çителĕклĕ: тулă 60 тонна, ыраш – 30, сĕлĕ – 30. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 400 гектар акса хăварма палăртнă, курăксем 100 гектар йышăнĕç. Пысăк тайăм техника çине тăватпăр. Парка çĕнетсех пыратпăр. Ку енĕпе "Канмаш" акционерсен уçă пĕрлĕхĕпе тачă çыхăну тытатпăр. Шанчăклă та, йÿнĕрех те ларать. Кăçал икĕ сеялка тата пĕр культиватор туянтăмăр. Перекетленĕ укçа-тенкĕпе урăх çĕрте усă куратпăр. Хамăр вăйпа культиватор, сеялка майлаштартăмăр. Пĕлтĕр тĕш тырă ÿстерсе 1 миллион та 400 пин тенкĕ тупăш илтĕмĕр. Кăçал çак цифрăна пысăклатас тесе тата хытăрах ĕçлес шутлă эпир. Никĕсĕ пур. Çĕртме, кĕр аки вăхăтра тунă, пахалăхĕпе те аван. Агротехника правилисене пăхăнса ĕçлеме тăрăшатпăр, – терĕ "Хучель" пĕрлĕх ертÿçи В.Александров.

Техника паркĕпе паллашнă хыççăн канашлăва хутшăнакансем вăрлăх упранакан склада кайрĕç. "Россельхозцентр" патшалăх учрежденийĕн Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов тата агрономĕ Г.Семенова çурхи пĕрчĕллĕ ял хуçалăх культурисен вăрлăхне им-çамламалли технологипе тĕплĕ паллаштарчĕç. Элита вăрлăх та чирлĕ пулма пултарать, çавăнпа та акас умĕн тĕрĕслеттермелле. Им-çамланă çĕре хутшăнакансен сывлăхне пысăк тимлĕх уйăрмалла, хăрушсăрлăх малти вырăнта пулмалла, ятарлă ĕç тумĕсемпе тата хатĕрĕсемпе, аппаратсемпе тивĕçтермелле.

Пысăках мар тăхтав хыççăн канашлу район администрацийĕн акт залĕнче тăсăлчĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.

– Çур акине кĕске вăхăтра ирттермелле. Çурхи тырăсене 7-8 кунта акса пĕтермелле, çĕр улми лартасси 2-3 эрнерен мала ан тăсăлтăр тесе тăрăшмалла. Çак задачăсене пурнăçласси пĕтĕмпех хамăртан килет, – терĕ Владислав Васильевич.

Трибуна умне Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров тухрĕ. Эдуард Валентинович Чăваш Енре çĕр ĕçĕ мĕнле аталанса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Ытти районсемпе танлаштарса Канаш районĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси мĕнле пынипе паллаштарчĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Вăрлăх, çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексем, çăмăллатнă кредитсем, патшалăх ял хуçалăх продукчĕсем туса илекенсене мĕнле пулăшу пани çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансем панă ыйтусене хуравларĕ.

АПК организацийĕсемпе çы-хăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов хăйĕн докладĕнче 2012 çулта тумалли уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттерсе ямалли мерăсене хускатрĕ. Акмалли-лартмалли лаптăксем кăçал 32721 гектар йышăнĕç. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан – 100,6 процент. Çурхи тырăсене 17819 гектар акмалла, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсен – 13355 гектар. Судан курăкĕпе горчица лаптăкĕсене 250 гектара çитерме палăртнă. Кĕркунне акса хăварнă тĕш тырăн 10 проценчĕ пĕтме пултарнă. Çĕнĕрен акма вăрлăх саппасра пур.

Тĕш тырă культурисен лаптăкĕсем 2011 çулта пушă выртакан 1482 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнипе ÿснĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пуссисем 15215 гектара çитĕç. Çĕрĕн сухаланă сийĕсенчи нÿрĕке сыхласа хăварасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак ĕçе районта 8695 гектар çинче пурнăçламалла. Çурхи пĕр талăкра 1 гектар çинче 3-4 тонна таран нÿрĕк пăсланса пĕтме пултарать. Апла пулсан çĕршыв типме пуçласанах нÿрĕк тытас ĕçе кÿлĕнмелле – ана çине сÿре кăкарнă кустăрмаллă агрегатсем кăлармалла.

Пĕр лаптăк çинче темиçе çул хушши пĕр культура çитĕнтерни тухăçа тăруках пĕчĕклетет. Çавăнпа та пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнмалла – ял хуçалăх культурисене тата хура пусăсен вырăнĕсене черетлесе тăмалла. Районта çулсерен нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсем пĕчĕкленсе пыраççĕ. Кун евĕр пулăм малалла ан аталантăр тесен çавăн пек лаптăксене çĕнетсех тăмалла. Хăш-пĕр çĕрте курăк акнăранпа 10 çул та иртнĕ пулĕ.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин тĕп эксперт специалисчĕ В.Воробьева иртнĕ çулта районта финанспа хуçалăх лару-тăрăвĕ мĕнле пулнипе паллаштарчĕ. "Россельхозцентр" патшалăх учрежденийĕн Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Петрова ял хуçалăх культтурисен вăрлăхĕсене акма юрăхлă кондицие çитерес ĕçе хăвăртлатмаллине аса илтерчĕ. Юлашки çулсенче пăрçа, çурхи вика, соя, сарă е шурă люпин, выльăх апачлĕх нимĕç пăрçин лаптăкĕсене пысăклатасси çине тимлĕх сахал уйăраççĕ. Кăçал вара пăрçа йышши культурăсем акма плана 450 гектар çеç кĕртнĕ. Сарă е шурă люпина акса симĕс удобрени вырăнне усă курма юрать.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, ял хуçалăх ăслăлăхĕн кандидачĕ Е.Яндранова пăри, качака ути (козлятник) тата судан курăкĕ туса илмелли майсем çинчен каласа пачĕ. Пĕлтĕр пăрине республикипе те 79 гектар çинче кăна ÿстернĕ. Тухăçĕ вара самаях пысăк унăн – гектартан 45 центнер таран. Апла пулсан ăна акса ÿстернин усси пĕчĕк мар. Шел пулин те, унăн вăрлăхне ÿстерекен хуçалăх республикăра çук. Ял хуçалăх академийĕн опытлă участокĕнче çитĕнтереççĕ ăна. Качака утипе судан курăкĕ те выльăх-чĕрлĕхшĕн витаминпа пуян сĕтеклĕ апат шутланаççĕ.

Районăн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова районта ĕç сыхлавĕ еплерех лару-тăрура пулни çинчен сăмах пуçарчĕ. Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров çулсерен ирттерекен техтĕрĕслев çинче чарăнса тăчĕ. Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене графика пăхăнса палăртнă кунта комиссие кĕтсе илме хатĕр пулма ыйтрĕ. "Россельхозбанк" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри хушма офисĕн управляющийĕ Т.Волков ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене кредитсем илмелли йĕркесем çинчен ăнлантарса пачĕ.

Çавăн пекех "Август" фирма менеджерĕ В.Нарышкин, "Агрорус-Волга" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ А.Жилин, "МСК страховани ушкăнĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн управлени ертÿçи Е.Каллина тата ыттисем тухса калаçрĕç.

Семинар-канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл палăртнă плансене пурнăçламаллине, çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра ирттермеллине палăртрĕ, асăннă çитменлĕхсене пĕтерме тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика