АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăрлă шыв тыткăнĕнчен хăтăлайман

13 апреля 2012 г.

Ытлари кун Канашра хăрушă инкек пулнă. Виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Вилнисен йышĕ пысăкрах та пулма пултарнă. Чĕрĕ юлнисен ПАИ инспекторĕсене тав тумалла – вĕсем икĕ пассажира çăлса хăварнă.

Ирхине 3 сехет те 15 минутра Машинăсем тăвакансен урамĕнче водитель "ВАЗ-21014" автомобиле "итлеттереймен": машина çул пăрăнчăкĕнче çул айккине чăмнă, юрлă шыва çаврăнса ÿкнĕ. Арканнă машинăри çынсем çак "капкăнран" хăйсем тĕллĕн тухайман. Салона юр, шыв кĕнĕ.

Инкек пулнă вырăна чи малтан çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем çитнĕ. Вĕсем тÿрех пăрлă шыва сикнĕ. Машинăна кăштах çĕклесе кайри кантăкне çапса ватнă, салонри хыçалти ларкăчри икĕ пассажира сĕтĕрсе тухнă. Виçĕ çамрăка вара çăлма май килмен: руль умĕнче ларнă 26 çулти каччă, 21-ри тепĕр йĕкĕт тата 26-ри хĕр вилнĕ. ЧР Шалти ĕçсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак çамрăксем йывăр сурансене пула мар, пăрлă шывра шăнса тата путса пурнăçран уйрăлнă.

Следстви пырать, çавна май вăл чылай саманта уçăмлатмалла. Çав шутра – машина хăвăртлăхĕ мĕнлерех пулнине те. Вăл пĕчĕк пулман-тăр. ПАИ ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, водитель тормоз педальне пусман пулсан машина çул айккинчи кÿлленчĕк урлă вĕçсе каçма пултарнă – инкек çаплах хăрушă пулмастчĕ те пулĕ. Çакăнта руль умĕнчи çыннăн опычĕ пулманнин витĕмĕ пурах. Водитель вырăнĕнче Таджикистан çынни ларнине палăртнă, тата – водитель удостоверенийĕсĕр. Çак çамрăка маларах РФ КоАПĕн 12.8 статйипе административлă майпа явап тыттарса тăхăр талăклăха арестлени паллă. ВАЗ хуçи хăй вара водительпе юнашар ларнă. Вăл пĕççине хуçнă. Çăлăннă тепĕр пассажир та суранланнă. Авари вăхăтĕнче салонри пилĕк çынран пĕри те хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнман.

Н.КОНОВАЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика