АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Службăри курăмлă çитĕнÿсемшĕн

13 апреля 2012 г.

Курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнисем хушшинче Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн сотрудникĕсем те пур. Юстици капитанĕ А.Григорьев – полицин Ачча тата Пайкилт ял тăрăхĕсенчи участокĕн уполномоченнăйĕ. Çак ĕçре вăл 2003 çултанпа вăй хурать. Служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пырать. Преступлени тăвассинчен асăрхаттарас енĕпе ял çыннисем хушшинче тăтăшах калаçусем ирттерет. Юстици капитанĕ Е.Иванов хăйĕн службине 2005 çулта полицин Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнчи участокĕнче пуçланă. Икĕ çултан ăна следстви уйрăмне куçарнă. Вăл та чи лайăх сотрудниксен шутĕнче.

Александр Николаевичпа Евгений Анатольевича оперативлă служба ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн, заданисене яваплăха туйса вăхăтра пурнăçланăшăн Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн тата министерствăн вырăнти пайĕн пуçлăхĕн хушăвĕсемпе темиçе хутчен те наградăсем парса хавхалантарнă.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика