АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕринче хатĕр, виççĕшĕнче çук-ха

13 апреля 2012 г.

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров, тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов тата Патшалăх техтĕрĕслевĕн Канаш районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров "Пинер", "Сормовское" тата "Мария" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче техникăна çур акине мĕнле хатĕрленине тĕрĕсленĕ.

"Пинер" пĕрлĕхĕн виçĕ трактор (Т-150, К-701 тата МТЗ-80), пĕрер сеялкăпа культиватор. Планпа килĕшÿллĕн çурхи уй-хир ĕçĕсене 500 гектар çинче тумалла. Çакăн чухлĕ техникăпа ака ĕçĕсене агротехника правилисене пăхăнса кĕске вăхăтра пурнăçлама питех те йывăр. Çитменнине тата вĕсене кирлĕ пек юсаса çитереймен. Ĕçшĕн тÿлемелли тата мораль енчен хавхалантармалли условисене хатĕрлесе çирĕплетмен.

Комисси "Сормовское" тата "Мария" хуçалăхсенче те çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе кăмăлсăр пулнă. Тупса палăртнă çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерме хушса хăварнă.

Киров ячĕллĕ ях хуçалăх кооперативĕнче ку енĕпе пачах урăх ÿкерчĕк. Техникăна хатĕррисен ретне лартас ĕçсене лайăх йĕркеленĕ, механизаторсене мораль тата пурлăх енчен хавхалантарассине, тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлессине тишкерсе тухса палăртнă. Юсав ĕçĕсем вăхăтĕнче вĕри апат çитереççĕ, ятарлă ĕç тумтирĕпе тивĕçтернĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика