13 апреля 2012 г.
Виçĕ уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ
Ял тăрăхĕсен çумĕнчи çамрăксен канашĕсен председателĕсем район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче кăçалхи пĕрремĕш кварталта тунă ĕçсене сÿтсе явнă. Районта ирттернĕ мероприятисене ял çамрăкĕсем мĕнле хутшăнни çинчен вĕренÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Павлова каласа панă. Çавăн пекех вăл çурхи призыв марафонĕпе тата "Çурхи ырă ĕçсен эрни" акципе килĕшÿллĕн мĕнле ĕçсем тумаллине палăртнă.
Хучел тата Кăшнаруй ял тăрăхĕсен çумĕнчи çамрăксен канашĕсен кăçалхи виçĕ уйăхра тунă ĕçĕсемпе Е.Демьянова тата С.Григорьева паллаштарнă. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн сектор заведующийĕ, район территорийĕн суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева çамрăксем кăçалхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче ирттернĕ суйлава мĕнле хутшăнни çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, районта 18-30 çулсенчи суйлавçăсен йышĕ 5263 çын. Сасăлава уйрăмах Чакаç, Шелттем тата Шăхасан ял тăрăхĕсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç активлă хутшăннă.
Ташăçăсем çурхи кăмăл парнелерĕç
Йăлана кĕнĕ "Канаш ен мерченĕсем" фестиваль кăçал "Ташлар-ха савăнса" девизпа иртнĕ. Вăл республика конкурсĕсенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă Янкăлч вăтам шкулĕнчи кадетсен пултарулăхĕпе уçăлнă. Вĕсем хыççăн çак шкулăн воспитанникĕсем чикансен ташшипе тухнă. Çак ташăçăсен ушкăнĕ "Ташлакан шкул" республика проектĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. Капăр тумсем, хĕрсен акăш евĕр уттисем куракансене çурхи хаваслă кăмăл парнеленĕ.
Сцена çинче районти 23 шкулăн 310 пултаруллă воспитанникĕ тупăшнă. Конкурса хореографи коллективĕсем çулсен виçĕ ушкăнĕпе тухнă – кĕçĕннисем (8-9 çултисем), вăтаммисем (10-13) тата аслисем (14-17). Ташăсене 4 номинаципе кăтартнă: эстрада, бал, спорт тата халăх ташшисем.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе наградăланă.
Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Коля Якимов та пур
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ аслă классенче, професси училищисенче, колледжсенче вĕренекенсем хушшинче "Манăн шухăш" темăпа сочиненисен конкурсне ирттернĕ. Пĕрремĕш тапхăра районтан 16, хуларан 14 ĕç тăратнă. Управлени чи лайăх 4 сочиненине палăртнă. Вĕсен авторĕсем – М.Салимзянов, М.Сагдеев (хулари 3-мĕш тата 11-мĕш шкулсем), А.Терентьева (Уçырма), Н.Якимов (Çĕнĕ Чалкасси).
Конкурсăн республика тапхăрĕнче Н.Якимов ĕçне пысăк хак панă. Коля "Обязательнăй пенси страхованийĕн никĕсĕсем" номинацире çĕнтернĕ. Ăна çак конкурса хутшăнма вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Галкина хатĕрленĕ.
Çăлтăрсем патне – хăнана
Пĕтĕм тĕнчери авиаципе космонавтика кунĕ ячĕпе Ухман ял библиотекинче "Çăлтăр çулĕсен паттăрĕсем" пĕлÿ сехечĕ ирттерчĕç. Кунта килнĕ шкул ачисене тĕнче уçлăхне чи малтан вĕçсе кайнă Ю.А.Гагарин, пирĕн А.Г.Николаев, пĕрремĕш космонавт хĕрарăм В.В.Терешкова çинчен каласа пачĕç. "Вырăс космосĕ" пĕлÿ коллекцийĕпе усă курса ачасем пирĕн çĕршывăн ытти космонавчĕсем çинчен те нумай пĕлчĕç.
Мероприяти вĕçĕнче ачасем компьютерпа "Хăнана çăлтăрсем патне" вăйă вылярĕç, космоспа çыхăннă ыйтусене хуравларĕç. Библиотека ĕçченĕсем ирттернĕ мероприятипе кăмăллă пулчĕç вĕсем.
Çемье çавăракансем сахалланнă
Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕ пуш уйăхĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.
Çак вăхăтра 42 ача çуралнă, пĕлтĕр 27 пулнăччĕ. Ашшĕ-амăшĕ ытларах Владислав тата Арсений, Анастасия тата Анна ятсене килĕштеререх параççĕ. Вилекенсем – 57. Арçынсен вăтам çулĕ – 63, хĕрарăмсен – 74. Иртнĕ çул март уйăхĕнче 8 çемье чăмăртаннăччĕ, кăçал вара – 4 çеç. Пилĕк мăшăр малалла пĕрле пурăнма килĕшмен, тăваттăшне судпа уйăрнă, пĕр çемье упăшкипе арăмĕ калаçса татăлнипе арканнă. Икĕ çын хăйсен ячĕсене улăштарнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.