АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашра – "Хусан чăвашĕсем"

11 апреля 2012 г.

"Килсе çитрĕм эп кунта васкаса...

Салам! Чăвашсенчен салам.

Хусансенчен салам!" –

çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ Канашри культура çуртĕнче хăйĕн концертне Тутарстан Республикин тĕп хулинчи "Хусан чăвашĕсем" ушкăн. Ăна Нăрлат районĕнче çуралса ÿснĕ, Хусанти культура институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, Шупашкарта юрăçсен конкурсĕн лауреачĕ пулса тăнă Алексей Наумов вунă çул каялла йĕркеленĕ. Тулай чăвашĕсен концертне курма халăх чылай пуçтарăнчĕ. Вĕсен пултарулăх концерчĕ ансамблĕн "Ман несĕл" ятлă гимнĕпе пуçланчĕ. Хусанта чăвашла тухса тăракан "Сувар" хаçатăн тĕп редакторĕ Андрей Малышев сцена çинчи ентешĕсене, залра ăшă кулăпа çиçекен сăнсене видеокамерăпа ÿкерчĕ.

Сцена çинче юрă хыççăн юрă янăрарĕ. Çĕпрел районĕн çамрăкĕ Александр Михайлов концерт программине çĕкленÿллĕ туйăмпа ертсе пычĕ, репертуара студент пурнăçĕнчи кулăшла пулăмсемпе пуянлатрĕ. Алексей Наумов гитара калама, юрлама ăста. Хусанта çут тĕнчене килнĕ Альбертчини хĕлĕхсене чун кĕртме, илемлĕ янăраттарма пултарнине кăтартса пачĕ. Дина Закирова сĕрме купăс каласа залра ларакансен чунĕсене хускатрĕ. Елена Корсакова, Вера Кожеманова тата вĕсен Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурологи факультетĕнче вĕренекен, Тăвай тăрăхĕнче çуралнă тусĕ Алина Воробьева юрату, тăван тавралăх, тăванлăх, анне çинчен хывнă юрăсем шăрантарчĕç.

Ан тив, пур номер те ăсталăх енчен ăнăçлах пулмарĕç пулин те, пултарулăх ушкăнĕ тăван чĕлхене юратни, унăн культурине аталантарас çĕре хăйĕн тÿпине хывни темрен те хаклă. Çак туйăмсемшĕн вĕсене тата хытăрах хисеплес, вĕсемпе мăнаçланас, мухтанас килет.

"Хусан чăвашĕсен" концерчĕ залпа пĕрле "Тăванлăх юррине" юрланипе вĕçленчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика