АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕр чунсен тĕнчине – çул çÿреве

11 апреля 2012 г.

Юлашки вăхăтра çут çанталăкра пулса иртекен пулăмсем нумай çынна интереслентереççĕ. Хамăр таврара мĕнле ÿсен-тăран çитĕннине, мĕнле чĕр чун пурăннине пĕлес килет, вĕсене упраса хăварас тĕлĕшпе татса памалли ыйтусем канăç памаççĕ.

Çĕр чăмăрĕ çинче мĕн чухлĕ интересли пулса иртет. Анчах пирĕнпе юнашарах пурăнакан чĕр чунсем пирки çав-çавах сахал пĕлетпĕр халĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсен хушшинче чĕр чунсем çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе "Чĕр чунсен тĕнчине çул çÿреве" ятпа конкурс ирттертĕмĕр. Унта хĕрачасен "Лĕпĕш" тата арçын ачасен "Хурчка" командисем хутшăнчĕç. Капитансем командăсемпе паллаштарчĕç, ыйтусене хуравларĕç, "Почта ещĕкĕ" конкурсра хутсем çинче çырса кăтартнă паллăсем тăрăх мĕнле чĕр чун пулнине каларĕç. "Пантомима" конкурс питĕ интереслĕ пулчĕ. "Лĕпĕшсем" циркри упана сăнласа пачĕç, "Хурчкасем" - кăвакал хăйĕн чĕпписене утма вĕрентнине. Пуçласа панă ваттисен сăмахĕсене вĕçне çитерчĕç.

Чĕр чунсемшĕн яланах хăрушлăх сиксе тухма пултарать. Эпир мĕн тума пултаратпăр-ха вĕсене сыхлас тесе. Вăрманта (уйрăмах çуркунне) хамăра мĕнле тытмалли пирки те калаçрăмăр. "Килти ĕç" конкурса вара пурте лайăх хатĕрленнĕ. Чĕр чунсене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа ÿкерсе Саша Николаев упа, Костя Игнатьев каюра, Паша Смирнов йытă, Миша Жураев хур, Аня Софронова лĕпĕш, Вика Николаева пăши, Даша Игнатьева сурăх, Неля Кузьмина кăвакал çинчен мĕн пĕлнине каласа пачĕç.

"Лĕпĕш" 40,27 очко пухса çĕнтерчĕ. Конкурса кайăксен кунне халалларăмăр. Таврара татах та савăнăçлăрах пултăр тесен пирĕн пурне те юратмалла – лĕпĕше, хура, тилле, шăнкăрча, шапана… каласа та пĕтерме çук: пĕр сăмахпа каласан - çут çанталăка.

С.ДИМИТРИЕВА,

Кайри Ăнтавăш ял библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика