11 апреля 2012 г.
Хулапа район прокуратури "Родина" ял хуçалăх производство кооперативĕнче граждансене ĕç-ленĕшĕн тÿлемелли йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Кунта ĕçлекен 14 çынна ĕç укçи памалли сумма 346,6 пин тенке çитнĕ. Миравай судья 14 заявление пăхса тухнă, алла паман ĕç укçине шыраса илме постановлени кăларнă.
Прокуратура "Родина" ЯХПК председателĕ административлă правона пăснă пирки ĕç пуçарма йышăну кăларнă, ăна пăхса тухма Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцине ярса панă.
Н.МУЗЫКАНТОВ,
хулапа район прокуратурин пулăшуçи.