АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр хутчен тутанни те инкек кăтартĕ

11 апреля 2012 г.

Хаклă çамрăк тусăмсем. Пирĕн умра хăрушлăх тăрать. Ку синкерлĕх вăл – наркомани. Нумай пулмасть çак инкек çинчен эпир ют çĕршывсен хыпарĕсем урлă кăна пĕлеттĕмĕр, халĕ вара вăл пирĕн тăрăха та çитрĕ, эпидеми хăвăртлăхĕпе сарăлать. Пĕр наркоман çулталăкра пилĕк çынна усал йăлана явăçтарать. Наркомани – çын психикине пăсакан, организма наркотик япалисене хăвăрт хăнăхтаракан йывăр чир евĕр пулăм.

Ытларах чухне наркотик препарачĕсемпе çамрăк чухне айкашма пуçлаççĕ, 10-12 çулти ачасем наркотик тыткăнне лекни те сайра мар тĕл пулать. Ачасемпе çамрăксене наркотиксен авăрне нумай чухне çитĕннисем илсе кĕреççĕ. Çамрăксем хушшинче çакăн пек шухăш çÿрет: наркотика пĕр хутчен тутанса пăхни нимĕнле сиен те кÿмест. Ах, ытла та йăнăш-çке ку шухăш. Пĕрре тутанса курнă çыннăн организмĕ çак наркăмăша куллен ытларах та ытларах ыйтма пикенет. Çавăнпа çыннăн пурнăç çине пăхас интерессем çухалаççĕ, тăтăш вăй, аппетит çукки мала тухаççĕ. Куллен наркотик тутанакан çыннăн сăн-пичĕ илемне çухатать: шăлсем хăраççĕ, çÿç тăкăнать, ÿте сарă-сăрă тĕс çапать, пит-куç пĕркеленет, кĕлетке имшерленет – наркоманăн сăнĕ çакнашкал. Наркотиксем психикăна вăйлă витĕм кÿреççĕ: çын хаярланать, тÿрккесленет, йывăррăн калаçать. Хальхи вăхăтра сарăлнă наркотикăн çĕнĕ тĕсне "крокодила" (дезоморфин) йышăнакан çын чĕрĕллех çĕрме пуçлать. Çак наркотикпа иртĕхекен çын ăна 2-3 çул хушши йышăнма пултарать, унтан вилет.

Час-часах çамрăк çынсем наркотика килти условисенче те хатĕрлеççĕ, çавна май унпа пĕтĕм çемье чирлесе каять. Наркоман пĕр дозăшăн тем тума та – вăрлама, суйма, вĕлерме – хатĕр. Кирлĕ-и пурнăçа çакăн пек тискерлĕхе çавăрма; Пире ырă та телейлĕ пурнăçпа пурăнма çуратнă вĕт-ха!

Наркомансем хушшинче нимĕнле эмелпе те сыватма çук СПИД, гепатитăн С тĕсĕпе чирлекенсем сахалах мар. Вĕсем хăйсене тата çывăх çыннисене кăна мар, пулас мĕнпур ăрăва пĕтерсе хураççĕ, мĕншĕн тесен сывă ачасем çуратаймаççĕ. Кам наркотикпа туслă, вăл çамрăклах пурнăçран уйрăлать. Ватă наркомансене врачсем сайра хутра çеç тĕл пулаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем вăтам çулсене çитиччен пурăнса çитереймеççĕ. Ку вара организм вăйсăрланса çитнинчен кăна килмест, юн сиенленет.

Хĕрсемпе каччăсем, çакна асра тытăр! Наркотика пĕр хут кăна тутанса пăхни те сирĕн пĕтĕм пурнăçăра пĕтерсе хурать. Унпа нихăçан та ан туслашăр, организма ан чирлеттерĕр. Çак амакпа асапланиччен ырă, интереслĕ ĕç тăвăр, хăвăра та пурăнма лайăхрах, хаваслăрах пулĕ.

Ш.ТАЛИПОВ, районти полици пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика