11 апреля 2012 г.
Вăрман пирĕн историре тарăн йĕр хăварнă. Йывăç касса çынсем кил-çурт хăпартнă, вутă хатĕрлесе пÿрте ăшăтнă, хăйă çути каçсен тĕксĕмне сирнĕ, кашнин уринче тенĕ пекех пушăтран хуçса тунă çăпата пулнă, сĕтел çинче йывăç савăт-сапа ларнă... Мĕн авалтан сунарçăсем вăрманта тĕрлĕ тискер кайăк тытнă, хăвăлти хуртсен пылне пуçтарнă.
Пирĕн мăн асаттесене ĕлĕк йывăççăсем е уçланкăсем тесе чĕнни паллă. Çак ята вĕсем хăйсем пурăнакан вырăн-тăрăха пула тивĕçнĕ. Ара, йывăçсем хушшинче тĕпленнĕ-çке-ха. Уçланкă – вăрманта ятарласа касса уçнă вырăн пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар паллах. "Вăрман çумĕнче пурăнакан – выçăпа аптăраман", – текен каларăш паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн унчченхи "тăвансем" вăрманта апат-çимĕç кăна мар, хÿтлĕх те тупнă пулнă.
Ĕмĕр хыççăн ĕмĕр иртнĕ, йывăççăсем вăрмантан тухса аталану çулĕ çине тăнă. Этем пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă вăрман пĕчĕккĕн хисепрен тухма тытăннă. Çут çанталăк та чĕрĕ организм пулнине манар мар, юлташсем, йывăç-курăк та çуралать, ÿсет, çеçкене ларать, çимĕç парать, типсе хăрать.
Йывăç лартасси, раççа чĕртсе тăратасси халăхра мĕн ĕлĕкрен хисеплĕ ĕç шутланнă. Çак ырă йăла-йĕркене пирĕн те тытса пымаллах. Ешĕл тумлă йывăçсем пирĕн çĕр чăмăрне капăрлатсах тăччăр, вăрманта пурăнакан кайăк-кĕшĕк сасси тата асамлă илем пирĕн ачасене яланах савăнтарма пултартăр.
Çак шухăш-кăмăла вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем çирĕп тытса пыраççĕ. Эпир çулсерен 15 гектар çинче вăрман лартса хăваратпăр (юман, çăка, чăрăш, хыр...), питомникре тĕрлĕ йывăç-хунавăн 500 пин ытла вăррине акса çитĕнтеретпĕр. Пирĕн тĕп тĕллев: вăрмана сăтăрçăсенчен тата вут-кăвартан сыхласси. Канаш лесничестви пăхса тăракан тăватă района 195 ял кĕрет, çакă вăрмана саккуна пăсса касакансемпе кĕрешессине тата ăна пушартан сыхласа хăварас ĕçе йывăрлатать.
Хальхи вăхăтра лесничествăра вăрмансене вут-кăвартан сыхласа хăварассипе тĕллевлĕ мероприятисем туса ирттереççĕ. Участоксенчи кашни лесничествăрах пушар хуралĕн дружинисене йĕркеленĕ, инкек пулнă вырăна тухма икĕ мотопомпа пур, вăрманти патруль валли УАЗ автомашина çирĕплетнĕ. Пушара хирĕç кĕрешме ятарлă инвентаре пуçтарса хатĕрленĕ, яваплă çынсене мероприятисен ĕç планĕпе паллаштарнă. Вăрманçăсемпе ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пуринпе те вĕренÿ ирттеретпĕр.
Вăрмансем час-часах çуркунне, типĕ курăка лаппипех çунтарнă чухне, хыпса илеççĕ. Çавăн пекех сÿнтермесĕр хăварнă кăвайт та пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Çавăнпа та вăрманта каннă чухне асăрхануллă пулăр, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнăр.
И.ФЕДОРОВ,
вăрмансене çĕнетес енĕпе ĕçлекен инженер.