11 апреля 2012 г.
РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен çурхи призыв тапхăрĕ пырать. Редакцин паянхи хăнисем – Чăваш Енри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Юрий Барышов тата республикăри РФ Следстви комитечĕн Следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи Алексей Журин. Вĕсен хаçат вулакансене тата пулас салтаксене каласа кăтартмалли чылай.
– Юрий Витальевич, çурхи призыв вăхăтĕнче сирĕн миçе салтака çар ретне тăратмалла;
– Пирĕн Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тĕрлĕ çар ушкăнĕсене 248 çамрăка ăсатмалла. Служба тапхăрĕ унчченхи пекех – пĕр çул. Салтаксем валли пилĕк кунлăх ĕç эрни кĕртсе панă, икĕ канмалли кун пур. Вĕсем хĕсметре ытти ĕçпе аппаланмĕç, калăпăр, çар çыннисене пÿлĕмсене тата чаç территорине тасатса тирпейлессинчен хăтарнă... Хĕлле, çар ĕçне хăнăхас вырăнне, салтаксем сехетсерен плаца юртан хырса тасатса тăнă, çулла ывăна пĕлмесĕр шăпăрсемпе çулсене шăлса çÿренĕ...
– Казармăсене кам тасатса тăрĕ-ха, салтаксем çак ĕç патне пымасан;
– Халĕ çак ĕçсене ахаль çынсем пурнăçлаççĕ. Çар çыннисене апат пĕçерсе çитересси те вĕсен тивĕçĕ шутланать. Çак çĕнĕлĕхсене пула салтаксен, хĕсметри хуçалăх ĕçне тытса пырас вырăнне, çар ăсталăхне тĕплĕнрех алла илме пушă вăхăт ытларах тупăнни курăмлă.
Çарта ятарлă ĕç режимне туса хатĕрленĕ, унпа килĕшÿллĕн салтак эрнере пилĕк кун физкультура мелĕпе сывлăхне çирĕплетĕ, çар ăсталăхне алла илĕ, шанса панă хĕç-пăшалпа кирлĕ пек усă курма вĕренĕ, шăмат кунпа вырсарни кун канмалли кунсем пулĕç.
Кун йĕркине те улшăнусем кĕртнĕ. Салтаксем ирхине çичĕ сехетре тăраççĕ, каçхине вун пĕр сехетре çывăрма выртаççĕ (унччен маларах улттăра тăрса каçхине вунă сехетре выртнă пулнă). Кашни чаçрах кăнтăр апачĕ хыççăн салтаксене пĕр сехет канса илме ирĕк параççĕ.
– Срочниксене укçа-тенкĕ еплерех тÿлеççĕ;
– Салтаксене укçа-тенке алăран тыттармĕç. Канаш хулинче вырнаçнă республикăри пухăну пунктĕнче пулас салтаксене çар чаçĕсене ăсатиччен укçапа усă курмалли ВТБ карттисем параççĕ, унта шăпах "кĕмĕле" куçараççĕ те. Ывăлĕсен счечĕсене банкоматсем урлă ашшĕ-амăшĕ те тултарса пама пултарать.
– Алексей Анатольевич, призыв пуçланнă хыççăн следстви пайĕ мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулать-ха;
– Шел те, призыв пуçлансан йĕкĕтсем çара каяссинчен пăрăнса çÿрени тăтăшах пулать. РФ Уголовлă кодексĕнче 328-мĕш статья пур, унпа килĕшÿллĕн çар службине каяссинчен тарса çÿрекене уголовлă йĕркепе явап тыттарма пултараççĕ. Çак статья витĕмне лексен 200 пин тенкĕ таранччен штраф та тÿлеме тивĕ.
2011 çул пуçланнăранпа паянхи кунччен следстви пайĕн следователĕсем РФ УКан 328-мĕш статйипе 13 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсенчен 3-шĕ Канаш хулинче пурăнакансем тĕлĕшĕпе, 10 уголовлă ĕç районтисене пырса тивнĕ.
– Алексей Анатольевич, "айăпĕ" мĕнре-ха вĕсен;
– Вĕсем çар комиссариачĕ янă повесткăсене юри илмесĕр çар службине каяссинчен пăрăнса юлнă. Айăпĕ шăпах призывран ятарласа тарса çÿрени пулать те.
Хăш-пĕр призывниксем республикăри пухăну пунктĕнчен хăйсен ирĕкĕпе, çар комиссариатĕнче ĕçлекенсене пĕлтермесĕр тухса каяççĕ. Çак тĕллевпе вĕсем карта урлă каçса тарни паллă. Медицина тĕ-рĕслевĕ тухма тата призыв комиссийĕн ларăвне ятарласа килменнисем те пур.
Канаш район сучĕ кăларнă приговорсенчен çакă паллă, районта пурăнакан икĕ çамрăка 50-шар пин тенкĕ, Канаш хулинче пурăнакан йĕкĕте вара 80 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.
В.ЛАПИН.