АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе

11 апреля 2012 г.

Кашни квартал вĕçĕнче ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси çирĕп йăлана кĕчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа вулакансене район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп зоотехникне С.Васильева паллаштарма ыйтрăмăр.

– Пĕрремĕш кварталта районта чĕрĕ виçепе 91,7 т аш-какай туса илнĕ, ку иртнĕ çулти çак тапхăртипе илсен 55 процентпа танлашать. Чылай хуçалăхра аш-какай туса илесси чакнă, çакна фермăсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ сахалланса пынипе, сыснасем пачах та юлманнипе сăлтавламалла. Çавăн пекех выльăх шутне чакармасăр иртнĕ çултинчен ытларах аш-какай туса илме пултарнă хуçалăхсене те асăнса хăварас килет: "Восход" тата "Хучель" пĕрлĕхсем. Пĕрремĕш кварталта пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинче мăйракаллă шултра выльăхсен ашĕ – 72,0 процентпа, сыснасен – 9 процентпа, чăх-чĕп ашĕ 18 процентпа танлашнă.

Виçĕ уйăхра районта пĕтĕмпе 1195 т сĕт суса илнĕ (123 проц.). Чылай хуçалăхра сĕт туса илесси лайăхланса пыни палăрать, кунта "Цивиль", "Канаш", "Восход", "Исток", "Родина", "Путь Ленина", Киров ячĕллĕ хуçалăхсене асăнса хăварас килет. Халăхран сĕт пуçтарассипе районта "Исток" пĕрлĕх çеç ĕçлет.

Районта пĕр ĕне пуçне вăтамран 892 килограмм сĕт суса илнĕ, ку пĕлтĕрхинчен 21 процент пысăкрах (2011 çулта – 737 кг). Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу ферми (1330 кг), асăннă хуçалăхăн Шăхасанти сĕт-çу ферми (1149 кг.), "Цивиль" (1321 кг), "Канаш" (1170 кг) тата ыттисем ку енĕпе уйрăмах аван ĕçлесе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра сĕт хакне йÿнетрĕç, апла пулин те сĕтрен пурпĕрех тупăш илме пулать. Выльăх апатне виçĕм çулхипе танлаштарсан çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. Çавăнпа та ертÿçĕсен ĕнесен шутне чакарма васкамалла мар. Кайран ĕнесен йышне çав шая çитерме çăмăлах пулмĕ.

100 га пуçне 5,7 ц (2011 çулта – 10,5 ц) аш-какай туса илнĕ. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ ЯХПК (15,5 ц), "Канаш" (13,0 ц) лайăх кăтартупа ĕçлесе пынă. 100 га пуçне 79,2 ц сĕт суса илнĕ, ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 25,3 процент чухлĕ пысăкрах. Сĕт илессипе Киров ячĕллĕ ЯХПКн (285,1 ц) тата "Канаш" (125,2 ц) пĕрлĕхĕн районта кăтарту чи пысăкки.

– Сергей Павлович, выльăх шучĕ çулсерен чакса пырать, паянхи куна районта ку енĕпе лару-тăру еплерех;

– Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 3511 мăйракаллă шултра выльăх пулнă, кăçалхи ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 3417 пуç шутланать (97 проц.). Районта чылай хуçалăхра выльăхсен йышне пĕлтĕрхи шайра упраса хăварма пултарнă. "Пинер" тата "Урюм" хуçалăхсем выльăхсен шутне чакарсах пыраççĕ. Хăй вăхăтĕнче ăратлă выльăх-чĕрлĕх кÿрсе килнĕччĕ, паянхи кун вăл унта çук.

Ĕнесен шучĕ ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районта 1276 пуçпа танлашнă, пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 1355 ĕне пулнă. Ĕнесенчен "Пинер" ОООра пуçĕпех хăтăлнă. "Цивиль" тата "Канаш" пĕрлĕхсем пĕлтĕр ăратлă выльăх кÿрсе килнĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПК та районта ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Пĕрремĕш кварталта 564 пăру илнĕ, пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 609 пăру пулнă. "Урюм", "Канаш", "Восход", "Исток", "Хучель", "Родина", "Агат" хуçалăхсенче иртнĕ çулхинчен ытларах пăрусем илнĕ. Çавна май вĕсенче сăвăм шайĕ те пĕлтĕрхинчен пысăкрах.

100 ĕне пуçне 34 пăру илнĕ, иртнĕ çулта çак кăтарту 38 пăрупа танлашнă. 100 ĕне пуçне 40 пăруран ытларах илнĕ хуçалăхсем: "Путь Ленина", "Урюм", "Хучель", "Родина", "Родник" тата "Агат".

Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 499 грамм ÿт хушаççĕ. 2011 çулта çак кăтарту 444 грампа танлашнă. "Канаш", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче çак кăтарту 500 грамран та пысăкрах. Ытти хуçалăхсенче пуринче те 500 грамран каярах. Çак кăтарту 600 грамран иртсен тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăш кÿме пуçлĕ. Çакă выльăхсене мĕнле пăхнинчен те нумай килет. Вĕсене çитерекен апат тутлăхлă тата минераллă хутăшсемпе пуян пулмалла.

Районта сыснасен шучĕ пысăках мар, пĕтĕмпе те 362 пуç çеç. Сысна ĕрчетессипе хуçалăхсем пĕри те ĕçлес кăмăллă мар. Çакна та палăртмалла, ял халăхĕ сысна çурисем туянасшăн, анчах та хуçалăхсем вĕсене çурасемпе тивĕçтерме пултараймаççĕ.

Çу уйăхĕнчи уявсем иртсе кайсан çаран çине кĕтÿ тухĕ. Çакна асра тытмалла, пĕрремĕш кунсенче выльăха уя илсе тухиччен утă-улăмпа тăрантармалла. Çавăн пекех тăвар пирки те манмалла мар. Фермăсене юсаса йĕркене кĕртмелли ĕç планне туса хатĕрлемелле. Выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăнасси çинчен те шутлама тытăнмалла. Сĕт пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Çуллахи вăхăтра йÿнĕ апатпа усă курса выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пысăк тупăш илсе юлма тăрăшмалла.

А.МЯСНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика