11 апреля 2012 г.
Шкулта аваллăх музейне уçнăранпа вăхăт нумаях та иртмерĕ-ха. Апла пулин те çÿлĕксенчи япаласен шучĕ ÿссех пырать. Сăмахран, акă 4-мĕш "б" класра вĕренекен Дима Осипов ĕлĕк кăварпа ĕçленĕ утюг, 5-мĕш "б" класри Максим Кириллов çип арламалли урапа илсе килчĕç.
Тăван ен культурине вĕрентекен Г.С.Ефимова тăрăшнипе ачасем хавхаланса ĕçлеççĕ, "Тавра пĕлÿ" кружокăн занятийĕсене сиктермесĕр çÿреççĕ. 7-мĕш "а" класра пĕлÿ илекенсем музей кĕнеки тума пуçларĕç. Музейри экспонатсен шучĕ ик çĕртен те иртрĕ.
Эпир вара, саккăрмĕшсем, "Хĕлхем" ача сачĕпе çыхăну тытатпăр. Ĕлĕкхи япаласене унти ачасене, хамăрăн йăмăк-шăллăмăра, илсе кайса кăтартас терĕмĕр. Настя Иванова, Аня Герасимова, Настя Тимошенко, Таня Денисова, Игорь Кондратьев экспонатсем çинчен экскурсоводсем пекех интереслĕ каласа пачĕç. Пĕчĕкскерсем вĕсене тимлĕн итлерĕç, япалисене тытса пăхрĕç. Чылай япалана пуçласа кураççĕ вĕт-ха вĕсем. Музей кăтартăвĕ ача сачĕн воспитанникĕсене çав тери кăмăла кайрĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА,
Шăхасан вăтам шкулĕнче 8-мĕш "а" класра вĕренекен.