11 апреля 2012 г.
Кира Николаевна Николаева Янкăлч ялĕнче пурăнать. Нумаях пулмасть 101 çул тултарчĕ вăл. Ĕмĕр сакки, чăн та, сарлака пулнă уншăн. Нумай пурăннă – нумай курнă, пурнăç вăрттăнлăхĕсене пĕлет.
– Кира аппа, сире çак çула çитнĕ ятпа ăшшăн саламлатăп. Тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп. Эсир илтетĕр-ха, шÿтлетĕр, сăнăрпа та чиперех.
– Тавах ырă сăмахушăн. Хăвăрт калаçар мар-ха, ăнланма йывăртарах. Мĕн калам ĕнтĕ. Турă çырнине пурăнса ирттермелле, тăварлă куççуль-и вăл е ирĕлекен сар çу...
– Хăвăр çинчен каласа парсамăрччĕ.
– Нумай çул каялла Çĕнĕ Ачча ялĕнче йышлă çемьере çуралнă эпĕ. Тăватă класс вĕреннĕ. Турра мĕн пĕчĕкрен шаннă, ĕненнĕ, пурнăç тăршшĕпех унран пулăшу ыйтнă. Мăшăрăм ман янкăлчсем пулнă. Çемье çавăртăмăр, икĕ тĕпренчĕкĕм çуралчĕ. Унтан упăшкана салтака илчĕç. Вăл çартан таврăнсан тепĕр ача çуралчĕ. Кăштахран вăрçă пуçланчĕ, арçынăм юнлă хире тухса кайрĕ. Эх, Турра мĕн чухлĕ кĕл тумарăм-ши сывă таврăнтăр тесе. Чăн та çапла пулчĕ, пÿлĕхçĕ илтрĕ мана. Турра шанмалла çав, ĕненмелле.
– Миçе ача сирĕн;
– Виçĕ ывăл та икĕ хĕр çуратрăм. Мăнукăмсем – вун виççĕн. Ачасемпе савăнатăп. Люся хĕрĕмпе Витали кĕрÿ мана лайăх пăхаççĕ, алă çинче йăтса çÿременни çеç. Уявсенче тăвансем пуçтарăнсан чун савăнать, юрлас килет.
Çирĕм, çирĕм çĕр çырли –
Çисе тăранаймарăм.
Куртăм, куртăм т(ă)вансене –
Курса тăранаймарăм.
– Хитре юрлатăр-ха эсир...
– Юрланă, юрламасăр тăман. Савăнăçра та, тунсăхра та юрă пулăшнă.
– Эсир выçлăх çулĕсене те, вăрçă çулĕсене те тÿссе ирттернĕ...
– Çапла, çăмăл пулман. Арçын вырăнне ĕçленĕ. Тырă акса вырса илме питĕ йывăрччĕ. Лашасем çитместчĕç, вăкăрсемпе ĕнесене ĕçе кÿлеттĕмĕр. Тырпула вăхăтра пуçтарса кĕртейменни те пулнă. Уйра талккăшĕпех выртакан юра сире-сире шăннă пучахсем пуçтарса килеттĕмĕр. Улăхсем çулаттăмăр. Вăрман та турттарнă.
– Кира аппа, çĕр çинче тулăх пурăнас тесен мĕн тумалла;
– Лайăх пурăнас тесен ĕçлес пулать. Пилĕк авса, тар тăкса. Ачасене те пĕчĕклех ĕçе хăнăхтармалла, унсăрăн тÿрĕ пилĕк çитĕнеççĕ.
– Эрех ĕçнĕ-и эсир;
– Эрехне пачах ĕçмен тесе калаймастăп. Хытă шăнсан, йывăр ĕçлесен шăм-шака çемçетме. Хăна-вĕрле килсен. Анчах ураран ÿкиччен ĕçсе лартни пулман. Ытлашши ĕçни, çини сывлăхшăн сиенлĕ.
– Апат начар çинипе сывлăх хавшать тетпĕр. Эсир мĕн-мĕн çинĕ-ха;
– Крахмал пашалăвĕ те, мăян çăкри те... Çĕр кăмпине те, кăпăк пекскерне пуçтараттăмăр. Вăл çумăр çусан сап-сарă тухатчĕ. Çавна ăшаласа çиеттĕмĕр.
– Тăхăнмалли енчен те хĕсĕк пулнă пулĕ...
– Хальхи пек пусма-тавар пулман. Кантăр акаттăмăр. Ăна арласа çип тунă, тĕртсе пир хатĕрленĕ. Пирĕнчен вара кĕпе-йĕм çĕленĕ. Хăйă çутипе çыхнă, тĕрленĕ.
– Чылай ватă час-часах: "Пурăнса ывăнтăм, вилесчĕ хăвăртрах", – тесе каланине илтме пулать. Эсир пурнăç пирки мĕн калама пултаратăр;
– Ватăлтăм çав, çак тарана çитрĕм. Пурнăçра тем те куртăм. Çав-çавах çут тĕнче хаклă.
– Кира аппа, ăшă калаçушăн пысăк тав сире. Ан чирлĕр, сывлăх сунатăп.
– Ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр.
Е.ВАСИЛЬЕВА.