АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авточупава хутшăнакансемпе тĕл пулнă

11 апреля 2012 г.

"Росагролизинг" акционерсен уçă пĕрлĕхĕ Раççей Федерацийĕн регионĕсем тăрăх авточупав йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ – ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсене федераллă лизинга мала хурасси çине тимлĕх уйăрттарасси.

Авточупавпа килĕшÿллĕн эрне пуçламăшĕнче Уçырмари культура çуртĕнче çак пĕрлĕхре ĕçлекен специалистсем Канаш, Вăрнар, Йĕпреç, Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи ял хуçалăх продукчĕсем хатĕрлекенсемпе семинар-канашлу ирттернĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров уçнă, вăлах ертсе пынă.

Авточупава хутшăнакансем ял хуçалăх организацийĕсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисене "Росагролизинг" пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех ял хуçалăх техники, тĕрлĕ хатĕр, ăратлă продукци тата ытти япала туянма заявка йышăнассине йĕркеленĕ, çăмăллатнă условисемпе килĕшÿсем тунă.

Пушар чаçне ертсе пыма лартнă

Канашра ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп управленийĕн пуçлăхĕ С.Антонов генерал-майор пулнă. Вăл хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Р.Мясниковпа тĕл пулнă. Калаçăва "Чăваш Республикипе ĕçлекен федераллă пушар службин 9-мĕш отрячĕ" патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Н.Яковлев, Шалти ĕçсен министерствин Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен пайĕсен пуçлăхĕсем М.Тазюковпа А.Левый хутшăннă.

С.Антонов шалти ĕçсен подполковникне Ф.Смирнова "Чăваш Республикипе ĕçлекен федераллă пушар службин 9-мĕш отрячĕ" патшалăх учрежденийĕн 15-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхне лартни çинчен пĕлтернĕ. Федор Алексеевич унччен хулапа районта сăнаса тăрас пая ертсе пынă.

Район чысне Алина Иванова хÿтĕлĕ

Уçырма вăтам шкулĕнче "Çулталăкри чи лайăх учитель" конкурсăн малтанхи тапхăрĕн çĕнтерÿçисем пухăннă. Вĕсене пултарулăх тупăшăвĕнче ăнăçу тума район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова, иртнĕ çулта районта мала тухнă, Янкăлч шкулĕн директорĕ С.Васильева ырă суннă.

Шкулти тапхăрта çĕнтернисем 13-ĕн. Пĕрремĕш тĕрĕслев "Методика семинарĕ" ятпа иртнĕ. Конкурсантсем хăйсен професси опытне уçса панă. Иккĕмĕш заданире "Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ" ирттернĕ. Уçырма вăтам шкулĕнче биологи вĕрентекен М.Михайлова "Çул çитменнисен алкоголизмĕ" темăна слайд-шоупа усă курса уçса панă. Ачча вăтам шкулĕн географĕ И.Иванов компьютер "тыткăнĕнчен" мĕнле хăпасси çинчен калаçнă. "Вĕренÿ занятийĕ", "Класс сехечĕ" конкурссем тытăмĕ енчен пуян та интереслĕ пулнă.

Тÿресем пĕр саслă пулса район конкурсĕнче Сухайкасси вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Иванова çĕнтернĕ тесе йышăннă. Алина Владимировна конкурсăн республикăри тапхăрне хутшăнĕ.

Малта – шăхасансен команди

Республикăра "Çамрăксем сывă пурнăç йăли-йĕркишĕн" акци пырать. Çак мероприятие хутшăнса Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче мини-футболăн финалти вăййисем иртнĕ. Çамрăк футболистсене ФСК директорĕ Ф.Спиридонов, район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Павлова саламланă, спортпа ялан туслă пулма, ăнăçу суннă.

Турнира Энтрияль, Кăшнаруй, Карăклă, Шăхасан ял тăрăхĕсен тата физкультурăпа спорт комплексĕн командисем хутшăннă. Малти виçĕ вырăншăн кăшнаруйсем, карăклăсем тата шăхасансем тупăшнă. Çивĕч кĕрешÿре Шăхасан команди çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Карăклă спортсменĕсем йышăннă, виççĕмĕшне – Кăшнаруй каччисем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров çĕнтерÿçĕпе призерсене дипломсем, медальсем, укçан преми панă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика