АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлтăр çулĕн паттăрĕсем

11 апреля 2012 г.

Вăтакас Кипеч ял библиотекинче Космонавтика кунне халалласа "Чăваш Ен ывăлĕ Тĕнче уçлăхĕнче" литература альманахĕ хатĕрленĕ. Кăмăла ирĕке янă чухне вилĕмсĕр, кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин çакăн пек сăмахĕсем аса килеççĕ: "Чăваш ачи, сассуна парсам". Чăвашсен хăюллă ывăлĕн сасси космосран янăраса кайрĕ. Андриян Николаевăн çуначĕсем – туслăхпа халăхсен тăванлăхĕн çуначĕсем. Ăна юмахри Улăппа танлаштарчĕç. Пирĕн Андриян Улăпла тăрса пуçĕпе çăлтăрсем патнех çитрĕ. Мĕн пĕчĕкрен ăна Атăл хумĕсем кÿмери пек сиктернĕ. Унăн хул пуççийĕсенче – чăваш юманĕн çирĕплĕхĕ, кăкăрĕнче – тăван çĕрĕн сывлăмĕ, тăван хирсемпе улăхсен сывлăшĕ. Атăл яланах тулăх пултăр тесе тăрăшакан Çавал пекех Андриян Николаев хăйĕн паттăрлăхĕпе Тăван çĕр-шывăн, Чăваш Енĕн чысне çÿлтен-çÿле çĕклерĕ.

Çĕнĕ Ачча ял библиотекинче йĕркеленĕ "Çăлтăр çулĕсен паттăрĕсем" информаци сехетĕнче Ю.А.Гагаринпа А.Г.Николаев çинчен калаçрĕç. М.Федорова çак паттăрсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ. "Космос инçĕшĕсем" кĕнекесен куравĕ те интереслĕ пулчĕ.

Л.АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика