06 апреля 2012 г.
Виталий Ларионов сунарçă Вăрнарпа Канаш районĕсенче кашкăрсем çÿренине кĕркуннех пĕлнĕ. Вĕсене "хăналанма" апат – ĕне вилли хатĕрленĕ. Ăна турттарса пырса кашаман çулĕ çине хунă. Выçăхса касăхакансем ашран пăрăнса иртмĕç тенĕ. Ун тавра темиçе капкăн лартнă. Анчах та лешсем тимĕртен асăрханнă, тушка патне çывхарман. Сунарçă капкăнсене пĕр тĕлтен тепĕр çĕре темиçе хутчен те куçарнă, тимĕр шăршине пĕтерме шĕвек сĕрнĕ. Ирхине тукмак хÿресем "кучченеçпе" рехетленме пуçтарăнман-ши тесе вырăна пăхма кайнă та юр хĕрелнине асăрханă. "Капкăна лекнĕ! – кăшкăрса янă сунарçă. – Шел, вĕçерĕнсе тарнă". Капкăн шăлĕ хушшинче ура лаппи çеç татăлса юлнă. Арçын тукмак йĕрĕпе кайнă, ăна хăваласа çитсе пăшалтан пенĕ – лешĕ тĕшĕрĕлсе аннă.
Иккĕмĕш кашкăра сунарçăсен ушкăнĕ тытнă. Пушăн 12-мĕшĕнче ăна Вăрнартан инçе мар пĕчĕк катара хупăрласа илнĕ. Анчах вăл вăрмана тарса ÿкнĕ. Сунарçăсем номерленсе темиçе ушкăна пайланнă. Пĕрремĕшĕ йĕр тăрăх шав кăларса пынă.
– Ман еннелле кашкăр вирхĕнсе пынине инçетренех куртăм, – тет Пукăртан ялĕнчи Алексей Алексеев сунарçă. – Пеме хатĕрленсе тăтăм. Пĕр 20-25 метр юлсан пускăча пусрăм та – пăшал сасси кĕрлесе кайрĕ, кашкăр пĕтĕрĕнсе анчĕ. Çамрăк аçа. Выçăхнăскер ырханланса çитнĕ.
Виталий Ларионов Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕш ялĕнчен, сварщик. Кăçал 16 мулкач, 33 тилĕ тытнă. Пĕлтĕр пĕр кашкăра çаклатнă.
Çак кунсенче сунарçăсем Канаш-Вăрнар тăрăхĕнче тĕпленнĕ çемьерен юлнă виççĕмĕш кашкăра шыраççĕ. Аçа Йĕпреç районĕнчи Çиçĕмкасси таврашне куçнă иккен. Ама ертсе йăх тăсма пултарать тесе шухăшлаççĕ.
В.АЛЕКСИН.