АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиртен вăхăтра сипленмелле

06 апреля 2012 г.

Районти чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци ĕçченĕсем пĕлтĕр палăртнă тĕллевсене чыслă пурнăçланă. Ветеринари специалисчĕсем район администрацийĕ тата Чăваш Ен Патшалăх ветслужби çивĕч ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе йĕркеленĕ канашлусене хастар хутшăннă. Сикекен чир-чĕре сарăлма парас мар тесе çивĕч кĕрешнĕ.

Профилактика мероприятийĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк – Çĕпĕр шыççи, Африка мурĕ, туберкулез, бруцеллез, ытти хăрушă чире килсе çулăхасран тата сарăласран пÿлеççĕ.

– Чиртен вăхăтра сыхланнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ, – килĕшет ЧР Патшалăх ветеринари службин "Канаш районĕнчи чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци" патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Анатолий Степанов. – Кунта кашниех хăйĕн тивĕçне тулли яваплăхпа туйса пурнăçлать.

Африка чумин вирусĕ чирлĕ чĕр чун ашĕнчен, апат юлашкинчен куçма пултарать. 2011 çулта çĕршывра 49 çĕнĕ тĕслĕх тупса палăртнă (36-шĕ – килти, 13-шĕ – хир сыснисем). Ветслужба сысна ĕрчетекен хуçалăхсенче ятарлă мероприятисене тивĕçлĕ шайра ирттернине тĕрĕслесех тăрать. Хуçалăхсенчи пур ферма та хупă кун йĕркипе ĕçлет.

АЧС вирусĕ пуррипе çуккине палăртма пĕлтĕр çулталăкĕпех мониторинг тĕпчевне ирттернĕ. Тутарстанри регионсен хушшинчи ветлабораторие килте пуснă сыснасен тата сунарçăсем тытнă хир сыснисен шалти органĕсен 19 пробине ăсатнă. Кăтарту йĕркеллех.

Районтан пĕлтĕр республикăри ветеринари лабораторине тĕрĕслеттерме кушакпа йытăн 2 пробине ярса панă. Шаккăлти кушака урнă чир ерни çирĕпленнĕ.

ЧР Пуçлăхĕн 2011 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн Шаккăлти А.Васильев хушма хуçалăхне карантина хупнă, чирпе кĕрешме комплекслă план туса хатĕрленĕ.

Пĕр-пĕр чире тупса палăртсанах е сисчĕвленсен ветслужба специалисчĕсем Патшалăх санэпидемнадзор службипе çыхăнаççĕ.

Районта 2008 çултанпа йытă-кушак çеç мар, ытти выльăх-чĕрлĕхе те урнă чиртен укол тăваççĕ. 2011 çулта çак тĕллевпе 26 лашана, 11503 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 327 качакана, 4826 йытта, 247 кушака йĕпленĕ. Çавăнпах пулĕ чирлесси çуллен чакать (2008 ç. – 13, 2009 ç. – 4, 2010 ç. – 4, 2011 ç. – 1).

Ветслужба халăхпа 799 ăнлантару калаçăвĕ ирттернĕ. 2011 çулта 76 тилле персе пăрахнă, ЖКХ органĕсемпе хуçасăр 925 йытă, 126 кушак тытнă. Çынсене çыртнă йытăсене вăхăтлăха карантинра усрама станцие пăхăнакан тытăмсенче 7 изолятор пур.

Станци Çĕпĕр шыççине хирĕç кĕрешессипе уйрăмах тимлĕ ĕçлет. Чир хăйĕн çинчен систерсех тăрать. Ĕлĕк кашни ялта тенĕ пекех сарăлнă. Ăна юлашки хут Малти Питтикассинче 1963 çулта тупса палăртнă. Район территорийĕнчи 46 выльăх масарĕнчен 38-че Çĕпĕр шыççипе чирленисене чавса чикнĕ. Кĕрхи тĕпчев кăтартăвĕсем пурне те карта тытнине, ятарлă паллăсем çапнине, уйрăм вырăн йышăннине çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр Çĕпĕр шыççинчен 37464 выльăха укол тунă – плана – 101 проц. тултарнă.

Мăйракаллă шултра выльăх лейкозпа чирлесрен тăтăшах кĕрешнĕрен, профилактика ĕçĕсем ирттернĕрен кăтарту 2002 çултанпа 3,2 процентран пĕлтĕр 0,2 проц. юлнă. Районта 18 фермăран иккĕшĕнче çеç лейкоз вирусĕ пур. Кăçалхи тĕллев – çак кĕтĕве чир-чĕртен йăлтах сыватасси.

– Туслă коллектив тивĕçлĕ канăва кайнисене те манмасть. Пирĕншĕн наставник пулнă, ĕçре нумай пулăшнă Арсентий Захарович Трофимова 75 çул тултарнă ятпа килне кайсах ăшшăн саламларăмăр, – терĕ станци пуçлăхĕн çумĕ Надежда Андреева. – Нарăсăн 9-мĕшĕнче Галина Геннадьевна Гордеева 55 çул тултарчĕ. Савăнăçлă уява чыслăн палăртрăмăр.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика