АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçламăш классен эрни

06 апреля 2012 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе виççĕмĕш чĕрĕк вĕçленчĕ. Уçырмари вăтам шкулта пуçламăш классен эрни иртрĕ. Çак эрнен тĕп тĕллевĕ ачасен тавра курăмне аталантарасси, пуçламăш класри предметсене тарăннăн вĕренес туртăмне, пултарулăх шайне ÿстересси пулчĕ.

Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пуçламăш класс учителĕсем тĕрлĕ мероприяти, конкурс, вăйă, викторина хатĕрленĕ.

Эрнен пĕрремĕш кунĕ "Чи илемлĕ тетрадь" куравпа пуçланчĕ. Кашни класрах тирпейлĕ, таса тетрадьсен хуçисем тупăнчĕç. Ачасенчен нумайăшĕ сас паллисене хитре, тĕрĕс, варламасăр çырма тăрăшать, тетрачĕсене таса тытать. Çав кунах С.Константинова 3-мĕш тата 4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче "Кĕнекесене чи лайăх пĕлекен" конкурс ирттерчĕ. Ачасен ÿкерчĕк тăрăх кĕнеке ятне тата авторне тĕрĕс палăртмалла пулчĕ. Çак конкурс вĕренекенсен пĕлĕвне, кĕнеке нумай вуланине кăтартса пачĕ. Ачасем конкурса пысăк хавхаланупа хутшăнчĕç, 4-мĕш класра вĕренекенсем малти вырăна тухрĕç.

Эрнен тепĕр кунне чăваш чĕлхине халалларăмăр. Л.Никандрова вĕрентекен ертсе пынипе 2-мĕш класра вĕренекенсем "Çуллахи каç" фольклор уявĕ кăтартса пачĕç. Чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăли-йĕркине ăруран ăрăва парса пырасси, чăваш халăх юрри-кĕввине юратма, тăван халăх культурине упрама вĕрентесси тĕп тĕллев пулчĕ ку уяв кунĕнче. Чăваш тумĕ тăхăннă ачасем сцена çине тухрĕç. Чăваш халăх юрри-сăввине кăмăла каймалла каласа, юрласа кăтартрĕç. Залра ларакансем ачасене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

Тепĕр кунĕ – юмахсен кунĕ пулчĕ. 1-2-мĕш класра вĕренекенсем юмахсене мĕнле пĕлнине "Юмах патĕнче хăнара" вăйă-викторинăра кăтартса пачĕç. Ку вăййа Т.Кузьмина вĕрентекен хатĕрлесе ирттерчĕ. Ачасем юмах тĕнчине çитсе курчĕç, вăййа хаваспах хутшăнчĕç. Юлашкинчен вара 1-мĕш класра вĕренекенсем "Çарăк" юмаха выляса пачĕç. Пĕчĕк шăпăрлансем рольсене тĕплĕн хатĕрленнĕ, сцена çинче чăн-чăн артистсем пек кăтартрĕç хăйсене. Уйрăмах асатте рольне – Даниил Максимов, карчăк рольне – Дина Васильева, Анчăка – Даниил Иванов, мăнука – Настя Егорова, кушака – Настя Малькова çĕнĕлле выляса кăтартрĕç. Куракансем кăмăллă юлчĕç.

"Килчĕ ырă çуркунне" ятпа сăвва пултаруллă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Ку тупăшăва кашни класранах хутшăнчĕç. Вĕренекенсем çуркунне çинчен хăйсем суйласа илнĕ сăвăсене пултаруллă, илемлĕ вуласа тĕлĕнтерчĕç. Сцена çинче хăйсене тытма пĕлнине кăтартрĕç. Тÿресем вара чи пултаруллисене палăртрĕç: Д.Максимов, К.Матвеева (1-мĕш классем), А.Григорьев (2-мĕш класс), П.Иванов (3-мĕш класс), М.Львова (4-мĕш класс).

"Асамлă вырăс чĕлхи" конкурса Е.Захарова хатĕрлесе 3-4-мĕш классем хушшинче ирттерчĕ. Вĕренекенсем вырăс чĕлхине те лайăх пĕлеççĕ иккен. Конкурса хастар хутшăнса пĕлĕвне кăтартрĕç.

Эрне вара çуркуннене халалланă ÿкерчĕксен конкурсĕпе вĕçленчĕ. Ачасем ку конкурса йышлăн хутшăнчĕç, хăйсен пултарулăх туртăмĕпе палăрчĕç.

Эрне ирттернĕ çĕре хастар хутшăннă ачасене тата çĕнтерÿçĕсене шкул администрацийĕ грамотăсем парса чысларĕ, пуçламăш класс учителĕсене тав турĕ.

Т.КУЗНЕЦОВА,

пуçламăш класс учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика