АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хырăм выçсан курăк та, тăпра та çинĕ..."

06 апреля 2012 г.

"Аннене юрататпăр. Анчах ун патне каяс килмест", – теççĕ вĕсем. Тăван кил шăпăрлансене телейлĕ пурнăçпа савăнтарайман. Пĕчĕкскерсем хытă шăннине, куллен выçă ларнине, ÿсĕрсен урмăш сассисене илтнине кăна ас тăваççĕ. Тĕссĕр ачалăх... Кун-çулăн урăхла енĕ пуррине пĕр тăвансем Яковлевсем патне лексен çеç туйса илнĕ. Çемье Ленăна, Каринăна, Мишăна тăван ачисем вырăнне хурса йышăннă. Юратаççĕ, вĕсемшĕн тăрăшаççĕ... Çакна чунпа туяканскерсем телейлĕ, хаваслă.

Яковлевсем – Шуркассинче хисеплĕ çемье. Кил пуçĕ Василий Иванович ылтăн алăллă çын, ял-йышшăн "васкавлă пулăшу" вырăнĕнчех. Кÿршĕ-аршă ун патне чупать, мĕншĕн тесен вăл токарь те, платник те, тимĕрçĕ те... Çурчĕ-хуралтине хăй аллипе çĕклесе лартнă. Картисем те, пÿрт-мунча умĕсем те тĕрĕллĕ, эрешлĕ. Хăйех трактор, прицеп ăсталанă. Алевтина Валерьевна шкулта çирĕм çула яхăн ĕçлет, çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлÿ парать. Икĕ хĕрĕ ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнчен вĕçсе тухнă хыççăн Алевтина Валерьевнăна ача-пăча сассисĕр кил-çурт пушаннă пек туйăннă ахăртнех. Тăванĕсен хÿттисĕр юлнă ачасене çемьене илме шухăшланă. Мăшăрĕ хирĕçлемен, Канаша ача усрама илме хатĕрлекенсен шкулне вĕренме кайнă.

"Çавăн чухне опека уйрăмĕн специалисчĕ шăнкăравларĕ: "Пĕр çемьерен виçĕ ача. Илетĕр-и;" – тет. Упăшкапа канашларăмăр та кайса курас терĕмĕр. Вĕсем ун чухне Муркашри больницăраччĕ. Амăшне тĕрмене хупнă хыççăн уйăх пурăннă вĕсем унта. Ашшĕ темиçе çул каялла çĕре кĕнĕ. Ниçта вырнаçтарма пĕлмен мĕскĕнсене. Пĕрре курсах питĕ килĕшрĕç, кăмăллă ачасем. Илсе килтĕмĕр, кунта вунă уйăха яхăн пурăнаççĕ".

Малтанхи вăхăтра çăмăл пулман паллах. Тăраниччен çисе курманскерсем ялан çиесшĕн пулнă. "Минтер айне çăкăр е ытти çимĕç пытарса хуратчĕç. Кайран валли хатĕрленĕ ĕнтĕ, – каласа кăтартать Алевтина Валерьевна. – "Халь тăраниччен çийĕр, тепĕртакран сĕтел хушшине тата ларăпăр", – тесе калаттăм. Психолог ăнлантарчĕ кайран: ку пулăм – выçăпа касăхнăскерсем апатсăр юласран сыхланни иккен. Чÿк уйăхĕ тĕлне çеç хăтăлтăмăр ку инкекрен. Халь пĕлеççĕ: вăхăтра çиетпĕр, çывăратпăр, вылятпăр. Куллен тĕрлĕ апатпа, çимĕçпе сăйлама тăрăшатпăр. Улма-çырла, пахча çимĕç сĕтел çинчен татăлмасть". "Эпĕ какай юрататăп", – калаçăва хутшăнать Миша. Аля аппа (çапла чĕнеççĕ ăна вĕсем. Пĕчĕккисем килсенех "анне" тенĕ иккен. Анчах асли "ун пек каламалла мар" тенĕ хыççăн чарăннă) арçын ачана пуçĕнчен ачашласа илчĕ: "Çапла. Вĕсене çитерес тесех пĕлтĕрхи вăкăра пусрăмăр. Ытти чухне сутаканччĕ".

Ачасем пĕр-пĕрне питĕ хăвăрт кÿрентерме пултарнă. Аслăраххи кĕçĕннисене хĕненĕ, çапăçнă, теттисене туртса илнĕ... Паян вара хăйсем пĕр тăван, пĕр юнран пулнине ăнланаççĕ. "Юратса пăхатпăр. Лайăх пултăр тесе тăрăшатпăр. Халь аван пулсан ÿлĕмрен те çаплах пуласса шанатпăр. Кайран та туслă пурăнатăр-и, Лена;" – ыйтать Аля аппăшĕ. Хĕрача унпа килĕшнине палăртса пуçне сĕлтет.

Ачасем тăван килĕнче пулнă ырă самантсене аса илеймерĕç. Пĕчĕк çеç пÿртре вуннăн-вун пĕрĕн пурăннă. Вĕсен тата пилĕк пиччĕшĕпе аппăшĕ пур. Эрех ĕçекен амăшĕ ачисене пăхайман паллах. Пĕчĕкскерсем шăннă, выçă аптăратнă, час-часах чирленĕ. "Анне пире юр çийĕр тетчĕ. Хырăм выçсан курăк та, тăпра та çинĕ эпир", – теççĕ пĕчĕкскерсем. Тăваттăри Миша аталанăвĕпе тантăшĕсенчен юларах пырать. Алевтина Валерьевна ăна алă пÿрнисене, ăс-тăнне аталантарма тĕрлĕ хускану, ĕç пурнăçлаттарать (ăна ку енĕпе специалист пулни чылай пулăшать). Хăй тĕллĕн тумланма та пултарайман. Паян вара вăл пачах урăх ача. Ÿсĕм куç кĕрет. Арçын ача сăвă пăхмасăр калать, ÿкерет, шут патакĕсенчен геометри кÿлеписем ăсталать... Лена 1-мĕш класра вĕренет, аван ĕлкĕрсе пыракансен йышĕнче. Вăл Пĕлÿ кунĕнче пĕрремĕш шăнкăрав та янăраттарнă. Карина кăçал шкула кайма хатĕрленет.

Тăван амăшĕ пепкисене курсан тÿрех палласа та илеймĕ. Ÿснĕ вĕсем, тĕрекленнĕ, сывлăхĕ çирĕпленнĕ. Хĕрарăм кĕçех ирĕке тухать. Ĕçе вырнаçсан, пурнăçне йĕркелесе ярсан вăл ачисене каялла илме пултарать. (Яковлевсем шăпăрлансене çапла килĕшсе хăйсен çемйине илнĕ). Анчах пĕчĕкскерсем ун патне ăнтăлнине систермеççĕ. Кунтах пурăнма килĕшет вĕсене. Ăшă пÿрт, уйрăм пÿлĕм, çемçе вырăн, тутлă апат-çимĕç, компьютер, телевизор, юратса пăхакан, ыр сунакан çынсем... Çунашка, велосипед тата вун-вун тетте, кĕнеке туянса панă. Кунта кашни уява, çуралнă кунсене пĕрле паллă тăваççĕ, парнесемпе савăнтараççĕ, ĕçе хăнăхтараççĕ, хитре тумлантараççĕ... Тата мал курăмлă ĕмĕтсемпе пурăнаççĕ.

Сакăр ачана кун çути кăтартнă хĕрарăмăн шухăшлавĕ улшăнасса, тĕпренчĕкĕсене амăшĕн юратăвĕпе ăшăтасса шанас килет. Çамрăк-ха вăл, вăтăр саккăрта кăна...

В.БАГАДЕРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика