АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район чысне иккĕн хÿтĕлĕç

06 апреля 2012 г.

Уçырма вăтам шкулĕнче республикăри VII "2012 çулхи чи лайăх класс ертÿçи" конкурсăн районти тапхăрĕ иртнĕ. Вĕрентекенсем электронлă информаци картти хатĕрленĕ, ашшĕ-амăшĕн общественноçне явăçтарса интерактивлă уçă мероприятисем кăтартнă, ачан индивидуаллă аталанăвĕн тата класс ертÿçин класс коллективĕпе ĕçлемелли программисене лайăхлатнă. Шкулти турсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе 14 шкултан 19 педагога районăн тапхăрне тăватă номинаципе хутшăнма тăратнă.

"Пуçламăш звенори класс ертÿçисем" ушкăнра Янкăлч шкулĕн вĕрентекенĕ Н.Феофанова çĕнтернĕ. Мăкăрти пуçламăш шкул-ача сачĕн ĕçченĕ Л.Алендеева иккĕмĕш, Вăтакас Кипеч тата Шăхасан вăтам шкулĕсен педагогĕсем Э.Анатольевăпа О.Васильева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

"Вăтам звенори класс ертÿçисем" ушкăнра çĕнтерÿçĕ çук. Иккĕмĕш кăтарту Хучел тĕп шкулĕнче ĕçлекен Л.Алексееван, виççĕмĕш – Катек тата Энтрияль вăтам шкулĕсен вĕрентекенĕсен З.Петровăпа И.Федорован.

"Аслă звенори класс ертÿçисем" ушкăнра пĕр çын кăна хутшăннă. Кунта мала тухнисене палăртман. "25 çултан аслă мар класс ертÿçисем" ушкăнра Шăхасан вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Н.Петрова çĕнтернĕ тесе йышăннă.

Н.Феофановăпа Н.Петрова республикăн "2012 çулхи чи лайăх класс ертÿçи" конкурсра район чысне хÿтĕлĕç.

Н.ПЕТРОВА,

район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика