АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав туни кăна мĕне тăрать

06 апреля 2012 г.

Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров ячĕллĕ Ачча вăтам шкулĕнче физикăпа математикăна вĕрентекен Г.Федоровран епле майпа учитель пулса тăни çинчен ыйтсан хуравĕ çапла пулчĕ:

– Анне аппăшĕн хĕрĕ Л.Михайлова Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнчи шкулта ĕçлет, вăл – директор. Пĕррехинче пирĕн пата хăнана килсен шкул хыççăн ăçта вĕренме каяс шутлă пулнипе интересленчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ял ачисенчен нумайăшĕ учитель е врач пулма ĕмĕтленетчĕ. Эпĕ те Лидия Ивановнăна çав сăмахсенех каларăм. Вăл вара: "Гена, нумай шутласа пуçна ан ыраттар, учителе вĕренме кай", – терĕ.

Геннадий Александрович Тури Юнтапа ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Мăкăрти тĕп, Янкăлчри вăтам шкулсенче вĕреннĕ.

– Шкулта вĕреннĕ çулсене нимле çын та ĕмĕр манмĕ. Ман пуçра çав çулсем çирĕппĕн вырнаçса юлчĕç, уйрăмах Янкăлчрисем. Раççей Геройĕпе Н.Гавриловпа пĕр класра пĕлÿ илнĕ эпĕ. Спорт вăййисем, çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси пире çывăх туссем туса хучĕç. Ун чухне Коля çакăн пек чаплă çын пуласси çинчен шутламан та. Маттур вăл, çар çынни пулас ĕмĕтне тăрăшăвĕпе, хастарлăхĕпе пурнăçа кĕртрĕ. Йывăр лару-тăрура çухалса кайманни, тĕрĕс йышăну тума пултарни, Тăван çĕршыва юратни ăна авиацин генерал-лейтенанчĕ таран ÿстерчĕ, паттăр ĕç тума çирĕп кăмăл кÿчĕ. Унпа чи мухтанаканнисем, ахăртнех, эпир пулĕ, мĕншĕн тесен эпир, пĕрле вĕреннисем, шкул сукмакне унпа такăрлатнă, – мăнаçланчĕ манпа калаçакан.

Геннадий Александрович аттестатпа пĕрле ылтăн медаль илнĕ. Лида аппăшĕ каланă сăмахсене асра тытса И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕме йышăну комиссине документсем тăратнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса физикăпа математика факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Лайăх вĕреннине кура ăна пĕлĕвне аспирантурăра пуянлатма сĕннĕ.

– Малтан хамăн вăя çулталăк шкулта ĕçлесе тĕрĕслем-ха. Малалла мĕн тумалли курăнĕ-ха унта, – терĕм деканатра.

Çапла вăл педагогика ĕçне Ачча вăтам шкулĕнче кÿлĕнет. Килĕшет ăна ачасемпе ĕçлесси. Аспирантурăра вĕренес шухăша пуçĕнчен кăларса ывăтать те яланлăхах çак шкула юлать, пурнăçне ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçпе çыхăнтарать. Педагогăн хисеплĕ, çав хушăрах çăмăл мар, яваплă ĕçĕнче спорт шанчăклă пулăшуçă пулса тăнă. Уйрăмах çамрăк учителе марафон интереслентернĕ. Вăрăм дистанцисене чупса республикăра 8 хутчен чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Ун ячĕ Мускавра та ăмăрту протоколĕнче çичĕ хутчен çырăннă. Геннадий çĕршывăн тĕп хулинче тĕрлĕ çулта ирттернĕ тĕнчери мир марафонĕсенче лайăх вăхăт кăтартнă. Виçĕ çултан вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

Спорт туризмне те кăмăлланă Г.Федоров. Вăл тăрăшнипе, вăй-халне шеллеменнипе шкулта вĕренекенсенчен йĕркеленĕ туристсен команди республикăра ирттернĕ ăмăртусенче 14 хутчен малти виçĕ вырăнтан аяла анман. Воспитанникĕсемпе пĕрле Кавказ, Урал, Карпат тăвĕсем çинче пулнă. Геннадий Александрович чăваш тăрăхĕнчи чи лайăх туристсенчен пĕри пулнă. Вăл республикăн пĕрлештернĕ командин составĕнче Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăннă.

Мĕн пĕлнипе çырлахса лармасть Геннадий Александрович. Физикăпа, математикăпа çыхăннă литературăсене, журналсенчи статьясене вуласах тăрать, вĕсемпе çĕнĕ темăсене ăнлантарнă чухне усă курма тăрăшать. Унăн вĕрентÿри, спортпа туризма аталантарас ĕçри çитĕнĕвĕсене Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Хисеп грамотисемпе палăртнă. Профсоюз пурнăçĕнчи активлăхшăн "Раççей профсоюзĕсене – 100 çул" юбилей медалĕпе чысланă. Паллах, кирек мĕнле учительшĕн те чи пысăк награда вăл – ачасем пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн, ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне лайăх пĕлÿ, тĕрĕс воспитани панăшăн тав туни. Геннадий Александрович воспитанникĕсен, вĕренсе тухнисен чĕререн тухакан ăшă сăмахĕсене кашни вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче, учительсен кунĕнче, тĕл пулусенче илтет. Тав туни кăна мĕне тăрать, темрен те хаклă вăл, сăваплă, пысăк хисеп, чыс.

– Учитель ĕçне суйласа илнĕшĕн хĕпĕртетĕп кăна, мĕншĕн тесен вăл ялан ачасен, ашшĕ-амăшĕн куçĕ умĕнче, вĕсем ăна тĕслĕх вырăнне хураççĕ. Çавăнпа та хама чи телейлĕ çын тесе шутлатăп, юратнă ĕç савăнăç кÿнине чунпа туятăп. Ман шутпа, учитель вăл пурнăç тĕллевĕ, тĕшши, – терĕ Г.Федоров калаçу вĕçĕнче.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика