06 апреля 2012 г.
Çулталăк пуçланнăранпа районта 13 пушар тухнă. Пурлăх 880 пин тенкĕлĕх кĕлленнĕ. Пилĕк çын пурнăçĕ татăлнă. Пĕри хытах суранланнă. Ачасен алхасăвне пула çурт-йĕрсĕр 8 çемье юлнă. Нумаях пулмасть хуларан самаях аякра вырнаçнă ялти çуртсенчен пĕрин çийĕн хура тĕтĕм палкаса тухнă. 15-мĕш пушар чаçĕ вут-çулăма алхасма паман.
Пушар сăлтавне те пĕлме тÿр килнĕ. Çуртра кил хуçи хĕрарăм, хĕрĕн виçĕ ачи тата унăн арçынни пурăннă. Кăнтăрла тăватă çулхи арçын ача шăрпăкпа вылянă. Инçех мар çулталăкри Денис (ятне улăштарнă) ларнă. Аслă ывăлĕ шкулта пулнă. Чĕртнĕ шăрпăк пĕрчи вырăн таврашĕ çине ÿкнĕ. Часах йăсăрланма тытăннă. Хăраса ÿкнĕ ача амăшĕ патне тухса чупнă. Çав вăхăтра çулăм стена тăрăх мачча çине хăпарса кайнă. Хĕрарăм кĕçĕннине хăрушă мар вырăна йăтса тухнă та вут-çулăма хăй тĕллĕнех сÿнтерме шутланă. Анчах шывĕ хăвăрт пĕтнĕ. Хĕрарăм тулалла вирхĕннĕ, хăй хыççăн алăка хупманран сывлăш кĕнипе пушар вăйланса кайнă. Кÿршĕре пурăнакан çынсем пушарнăйсене чĕнсе илнĕ.
Темиçе кун маларах çак ача шăрпăкпа выляса минтерсене тивертсе янă. Килтисем сиснипе çулăма çийĕнчех сÿнтерме май килнĕ. Апла пулин те, çак инкек асăрханулăх çинчен аса илтермен пулас.
В.СНЕЖКОВ.