06 апреля 2012 г.
Энтриялĕнче пурăнакан А.Федорова çĕнĕ куна физзарядкăран пуçлать. Çавăнпа та пуль вăл ялан тенĕ пекех çĕкленчĕк кăмăллă, хастар чунлă – ĕçлĕ те хаваслă. Анна Григорьевна Ульяновск облаçĕнчи Кадышево ятлă вырăс салинче çар çыннин çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă чухне пĕчĕк пулнă, вĕсене лайăххăн ас тумасть те. Аньăна инкĕшĕ ÿстернĕ.
Ÿсерехпе Анна кĕлте çыхма, тырă вырма, авăн çапма вĕреннĕ. Килте хăйех ĕне сунă, чуста çăрнă, çăкăр пĕçернĕ, ытти ĕçсене тунă. Паспорт илсе çĕршывăн чăн-чăн гражданĕ пулса тăрсан Канаша куçса килнĕ, унти "Туслăх" промартельте ĕçе вырнаçнă. Шăпах çакăнта ĕнтĕ вăл Турă пÿрнипе тĕл пулнă. Ăна Александр тесе чĕннĕ, Энтриялĕнчен. Часах хĕр патне евчĕсем янă. Пĕрлешнĕ. Вăрçă çулĕсенче А.Федорова Çĕмĕрле хулинче окоп чавнă, вăрман каснă, пăчкăпа татнă, çурнă. Çĕнтерÿ хыççăн колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Мăшăрĕпе 4 ача çуратса ура çине тăратнă. 1974 çулта Александр Федорович куçне яланлăхах хупнă.
Анна Григорьевнăн 9 мăнук. Кĕçĕн мăнукĕсем 10-ăн. Ял-йыш ăна калаçма ÿркенменшĕн, кулма-шÿтлеме юратнăшĕн, ырă кăмăллă пулнăшĕн хисеплет. Нумаях пулмасть вăл 94 çул тултарнине паллă турă. Кĕрекере унран хаваслăраххи, телейли, ахăртнех, никам та пулмарĕ пулĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.