06 апреля 2012 г.
Туберкулезпа кĕрешмелли "Шурă чечек" уйăхлăх пырать. Унăн программипе килĕшÿллĕн районăн тĕп больницинче мероприяти ирттерчĕç.
Л.Алексеева фтизиатр доклад туса пачĕ. Унта вăл туберкулез чирĕн юлашки 8 çулхи кăтартăвĕсене тишкерсе тухрĕ. А.Антонова фтизиопедиатр ачасемпе çул çитмен çамрăксем хушшинче çак чир ан сарăлтăр тесе мĕнле пулăшу ĕçĕсем тумалли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. С.Николаев рентгенолог "Рентгенофлюорографи – ÿпкесен патологине палăртмалли тĕп меслет" темăпа доклад туса пачĕ. Эпидемиолог пулăшуçи А.Афанасьева туберкулез вучахĕнчен асăрханмалли мероприятисен усси çинчен тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Санитари пĕлĕвĕн çуртĕнче "Туберкулезăн çулне пÿлетпĕр" конкурс-куравпа килĕшÿллĕн санитари бюллетенĕсем, буклетсем, рефератсем хатĕрленĕ, чылайăшне стенасем çумне çакса хунă. Районти фельдшерпа акушер пункчĕсем 63 ĕç тăратнă. Мероприятине килнисене туберкулез чирĕсене çĕнĕлле сиплемелли меслетпе паллаштаракан "Диаскинтест" фильм кăтартрĕç. Конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене, ĕçре палăрнă медицина ĕçченĕсене наградăсем парса хавхалантарчĕç.
А.ТЯМИНА.