АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара – паллă йĕлтĕрçĕ

06 апреля 2012 г.

Хучел шкулĕнче йĕлтĕрçĕсен комплексне йĕркелесе янăранпа кăçал 3 çул çитрĕ. Г.Евлампьевăн тÿпи пысăк çак паха ĕçре. Çулсерен "Хучел йĕлтĕр йĕрĕ" спорт ăмăртăвĕ иртет. Йĕлтĕр спортне юратакан ача нумай пирĕн шкулта, тĕрлĕ ăмăртуран çитĕнÿсемпе таврăнаççĕ вĕсем.

Иртнĕ эрнере пирĕн шкула тĕнче шайĕнче палăрнă йĕлтĕрçĕ – Владимир Павлович Воронков – çитсе курчĕ. Вăл Комсомольски районне кĕрекен Кĕтне Пасар ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаранах спортпа туслă пулнă, ытларах йĕлтĕрпе ярăнма юратнă.

Ăмăртусене хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă В.Воронков. 1964 çулта Раççей шайĕнче иртнĕ тытăçура малтисен ретĕнче пулнă. Çав вăхăтра Канашри вагонсене юсакан заводра ĕçленĕ. Хĕллехи кашни ăмăртурах унăн çитĕнĕвĕсем хушăнса ÿссе пынă. Тĕл пулу вăхăтĕнче хăна опытлă Владимир Яковлевич Григорьев тренер ятне ăшшăн аса илчĕ.

Шведци, Норвеги, Финлянди спортсменĕсене кая хăварса чăваш каччи тĕнче шайĕнче иртнĕ ăмăртура мала тухма пултарнă.

Чи асра юлнă спорт ăмăртăвĕсен шутне Владимир Павлович Японири Саппоро хулинче иртнĕ XI Шурă Олимпиадăна кĕртет. Çак ăмăрту саманчĕсене аса илсен пирĕн ентешĕн аса илÿ куççулĕ те тухрĕ. Чăн-чăн чаплă çĕнтерÿ пулса тăнă вăл спортсменшăн. Юлашки метрсем юлсан Раççей команди Швеци командинчен иртсе кайма пултарнă. Çак эстафетăра Владимир Воронков команди мала тăхнă, тăван тăрăха ылтăн медальпе таврăннă.

Владимир Павлович каласа панă кашни самант тыткăна илчĕ, шухăша ячĕ. Тата çакна та палăртса хăварас килет, кашни ăмăртурах В.Воронков пĕрремĕш, чи йывăр этапра чупнă. Паллă спортсмен ачасене спорта юратма, мĕн пĕчĕкренех йĕлтĕр çине тăма чĕнсе каларĕ. Владимир Павлович хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнче пурăнать.

Спорта юратакан – яланах сывлăхлă. Хучел ялĕнче çакнашкал комплекс пурришĕн савăннине палăртрĕ паллă йĕлтĕрçĕ. Тăвăллăн алă çупса тав турăмăр хаклă хăнана, асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменпа тĕлпулу йĕркелесе панăшăн Г.Евлампьева тав сăмахĕ калатпăр.

А.СОРМОВА, Хучел шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика