06 апреля 2012 г.
Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево хулинче хĕрарăмсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕршыв чемпионĕн ятне илессишĕн ăмăртусем иртнĕ. Чăваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерствин олимп резервисен çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕн воспитанникĕ, пирĕн районти Çăлпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Надежда Федорова пуçласа спорт карьеринче тата тепĕр титул хуçи пулса тăнă. Вăл 48 килограма çити виçе категорийĕнче олимп лицензийĕшĕн кĕрешĕ.
Пирĕн ентеш çитĕннисен турнирне виççĕ çеç тухнă-ха. Пĕрремĕш хут çитĕннисен кавирĕ çинче Надежда иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче Италире кĕ-решнĕ. Кунта ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта вăл бронза медаль çĕнсе илнĕ. Уйăхран Раççей Кубокĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Финалта Европа чемпионĕн ятне кăçал тивĕçнĕ украин спортсменкине Людмила Балушкана çăмăллăнах парăнтарнă.
Лондонри Олимпиадăна кайма лицензи çĕнсе илмелли Европăн пĕр-ремĕш турнирĕ ака уйăхĕн 18-22-мĕшĕсенче Болгари тĕп хулинче иртет. Çакăн çинчен Раççейĕн хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин тренерĕ Юрий Голубовский Европăра массăллă тиражпа тухса тăракан хаçатсенчен пĕрне панă интервьюра пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, Софийăна Раççейĕн 48 килограмлă виçе категорийĕнчи чемпионĕ Надежда Федорова тата 63 килограмлă виçе категорийĕнче "бронза" çĕнсе илнĕ Любовь Волосова кайĕç.
– Надежда çулĕпе питĕ çамрăк-ха. Анчах та кĕрешÿ историйĕ пĕве çитмен ачасем малти вырăнсемшĕн кĕрешме хатĕр пулнипе пуян. Раççей чемпионатĕнче Надя характерне кăтартрĕ, татăклă кĕрешĕве тухма хăраса тăмарĕ. Çакна финалта Любовь Сальниковăпа тĕл пулни питĕ лайăх кăтартса пачĕ. Сальникова опытлăрах тата техника енчен тĕрлĕ енлĕ. Апла пулин те, вăл нимех те тăваймарĕ, – палăртса хăварнă Раççейĕн хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин наставникĕ.
Акă мĕн каланă пирĕн Надя пирки Раççейĕн юниорсен пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕн ĕçĕсене туса пыракан Юрий Скрылев:
– Унăн финала тухмалли çулне Т. Самкова пÿлме пултарнă. Анчах та Татьяна пĕрремĕш тытăçурах выляса ячĕ. Надя кавир çине тухсанах вăл çĕнтерес кăмăллă пулни тÿрех курăнчĕ. Люба Сальникова, паллах, опытлă спортсменка. Анчах та вăл 48 килограмлă виçене йывăртарах категоринчен куçнă. Федорова вара нумаях пулмасть 44 килограмлисен ушкăнĕнчен кĕрешме килнĕ. Унсăр пуçне Надежда – питĕ тăрăшуллă çын, ир пуçласа мĕн каçчен ĕçлет. Халĕ унăн хăйне çитĕннисен тĕнчери шайĕнче кăтартмалла.
Тата çакна та палăртма кăмăллă. Раççейри спорт кĕрешĕвĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев пуçарнипе, вăл вара хĕрарăмсен кĕрешĕвĕшĕн яваплă, пирĕн ентеше Надежда Федоровăна "Турнир мисĕ" номинацире ятарлă парне панă.
Чăваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерстви Надежда Федоровăна тата унăн тренерне Светлана Константиновăна Раççей чемпионатĕнче çĕнтерÿ тунă ятпа саламланă тата олимп сезонĕнче татах çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх суннă. Вĕсен ăшă сăмахĕсем çумне эпир те, пирĕн хаçата вулакансем те хутшăнаççĕ.
В.АЧЧА.