04 апреля 2012 г.
Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Тямина Маяк ялĕнче пурăнакан Мария Николаевна Кадине 103 çул тултарнă ятпа саламлама каясси çинчен телефонпа евитлесен манăн та унта пулма кăмăлăм пурри çинчен пĕлтертĕм. Кăштахран редакци çурчĕ умне "УАЗ" машина пырса та ларчĕ. Салонра районăн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова, ветерансен районти канашĕн председателĕ М.Данилова, Канаш телевиденийĕн корреспонденчĕ О.Григорьева, операторĕ А.Петров лараççĕ. Часах çула тухрăмăр.
Мария Николаевна пурăнакан извеçпе шуратнă кирпĕч çурта хăвăртах шыраса тупрăмăр. Кинемейĕн кинĕ Аля – унăн кĕçĕн мăнукĕн Сергейĕн арăмĕ – ăшшăн кĕтсе илчĕ, тĕпелелле иртсе ларма сĕнчĕ. О. Григорьева интервью илме хатĕрленчĕ. М.Кадин хăлхи витĕрех мар пулнипе ыйтăвĕсене хăлхинчен хыттăн калама тиврĕ. Ватă çын мĕн каланине блокнот çине паллă туса пытăм.
Мария Кади çут тĕнчене 1909 çулта килнĕ. Аш-шĕпе амăшĕ çĕр ĕçĕпе тăранса пурăннă. Сакăр ача çуратнă вĕсем, чи асли Марье пулнă. Вĕсенчен икĕ йăмăкĕ пурăнать, пĕри Канашра ĕмĕрне ирттерет, тепри – Сиккассинче. Йышлă çемьере аслине çăмăлах лекмест, Марьепе те çаплах пулнă. Йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхнă, кил-çурта тирпейлесе тăнă, ĕнине сунă. Çирĕм урлă каçсан Степан ятлă çамрăка качча тухнă. Иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Çичĕ ача, тăватă ывăлпа виçĕ хĕр, çуратнă. Марье пиччĕшĕпе арăмĕ чире пула вăхăтсăр çĕре кĕрсен упăшкипе пĕр чĕлхе тупса вĕсен тăлăха юлнă икĕ хĕрне çемье хÿттине илнĕ. Пурне те пĕр пекех юратса ÿстернĕ, никама та чун ăшшисĕр хăварман. Виçĕ ывăлĕ, хĕрĕ тата усрав хĕрĕ, мăшăрĕ Степан халĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ.
Мария Николаевна тăнпах калаçать, ачисем хăçан, хăш уйăхра çуралнисене те ас тăвать, ячĕсене никам аса илтермесĕрех каласа тухать.
– Ача çуратсан ăна кÿмене хурса тырă вырма, утă çулма, авăн çапма тухнă. Вăрçă вăхăтĕнче питĕ йывăрччĕ. Упăшкам пилĕк çул салтак тумĕпе çÿрерĕ. Çĕнтерĕве госпитальте кĕтсе илчĕ. Мĕнле йывăр пулсан та ĕнене тытса тăтăмăр. Вăл пире выçлăхран хÿтĕлерĕ. Сĕтне лайăх антаратчĕ, кашни çулах пăрулатчĕ, пăрăвне пусаттăмăр, хĕл кунĕсенче какай яшкисĕр ларман. Колхоз ĕç кунĕсемшĕн тырă параймастчĕ. Пĕтĕмпе тенĕ пекех фронта ăсатнă, вăрлăхлăх çеç хăварнă. Çу кунĕсенче вара кансĕртерехчĕ, çуркунне çĕр улми пуссинче крахмал пуçтарнă, çăнăх лăкаса çăра шыв ĕçнĕ, ут кăшкарĕнчен шÿрпе пĕçернĕ. Колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман, Вăрман касма та темиçе хутчен кайнă, – аса илчĕ Марье кинемей.
Мария Николаевна ырă та уçă кăмăллă, калаçма ÿркенмест, хăйне хăй пăхма пултарать. Мăнукĕн Юля тата Вика ятлă хĕрĕсем ватă асламăшне каçса кайсах юратаççĕ. Кинĕнчен картари сурăхсем çинчен ыйтсах тăрать, картишне, витене тасатсах тăма хушать.
Çуралнă кун ячĕпе М.Кадине хăнасем ăшă сăмахсемпе саламласа парнесем пачĕç. Ырлăх-сывлăх сунма Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев та килчĕ. Марье кинемей ăна тÿрех палласа илчĕ. Ĕлĕкхилле ял Совет председателĕ терĕ ăна, пĕр кун каялла утиял парнеленĕшĕн тав турĕ. Манман-ха вăл çакна, вăт 100 çултан каçнă те ăна. Сăнĕпе те хăй çулĕнчен чылай кĕçĕн курăнать. Сасси тата еплерех уçă. Юратнă юррине хавхаланса юрласа пачĕ. Кашниех ун çине ăшшăн пăхса вĕçне çитичченех итлерĕ.
– Çĕр çул пурăнма пил паратăп,– тесен пирĕнтен кашнинпех ăшшăн сыв пуллашрĕ Мария Кади.
В. АЧЧА.