04 апреля 2012 г.
Шкул ачишĕн пĕлÿ – чи кирли. Çакна лайăх ăнланать Янкăлч вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен Надежда Русскова.
Мал ĕмĕтлĕ хĕрача пурнăçне медицинăпа çыхăнтарасшăн, ахальтен мар юратнă предметсен шутĕнче – биологи, алгебра, хими.
– Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче тăхăр предметпа олимпиадăна хутшăнтăм, вĕсенчен тăваттăшĕпе – биологипе, экологипе, информатикăпа тата общество пĕлĕвĕпе – 1-мĕш вырăн йышăнма пултартăм. Çакă маншăн – пысăк çитĕнÿ, – тет Надежда.
Республика шайĕнче те тупăшма тивнĕ ăна, экологи предметне лайăх пĕлнине кăтартнă, призерсен шутне лекнĕ.
Пĕчĕк чух лара-тăра пĕлменскер пулнă вăл. Тен, çавăнпах-и, ташлама юратать. Пушă вăхăтра акăлчан çыравçисен хайлавĕсене "шĕкĕлчет", уйрăмах Стефани Майер çырнисем кăмăлне каяççĕ. Чуна çывăх юрă тĕнчинче Б.Алибасов шăрантараканнисемпе киленет.
Юратнă çеçке – кĕлчечек (роза), тĕссенчен кăвакпа шурă патне туртăнать. Апат-çимĕçрен амăшĕ пĕçерсе хатĕрленине кăмăллать. Пурнăçра çынсем куçран пăхса суйнине питĕ тиркет.
Хĕр-упраçшăн пур çĕрте те ырă тĕслĕх пулса тăракан пирĕштийĕ вăл – амăшĕ, Э.Н.Русскова, Янкăлч ял тăрăхĕнче специалист пулса вăй хураканскер.
– Анне пекех çирĕп кăмăллă та ăш пиллĕ çын пулса çитĕнесчĕ, – тет Надежда кăмăлне уçса.
Е.ВАСИЛЬЕВА.