АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усăллă тата... наркăмăшлă

04 апреля 2012 г.

Мулкач курăкĕпе (тысячелистник) медицинăра куллен усă кураççĕ. Ÿсен-тăранăн çулçи, туни, чечекĕ уйрăмах паха. Унра эфир çăвĕ, С витамин, дубильлĕ тата йÿçек япаласем, микроэлемент, каротин, органика йÿçекĕ нумай. Медицинăра курăк шĕвекĕпе, экстракчĕпе сиплеççĕ. Мулкач курăкĕнчен хатĕрленĕ препаратсем юна чарма пулăшаççĕ, мĕншĕн тесен ÿсен-тăранра ахиллеин пур. Çулçине суран çине те хураççĕ. Çапла майпа та юна чарма пулать. Суран часах ÿт илмесен ăна мулкач курăкĕн сĕткенĕпе сăтăрмалла. Сĕткенĕ (1:100 шайлашура хутăштарни) юн кĕвелессине 60-80 процент таран хăвăртлатаять. Вăл тромбсем пуласран та сыхлать.

Мулкач курăкĕн усăллă тепĕр пахалăхĕ – апата ирĕлтерме пулăшни. Ÿсен-тăран шĕвекне аппетит пулмасан ĕçмелле. Вăл гастритпа, вун ик пумăклă пыршăлăх тата хырăм çĕрнипе, пĕвер чирĕсемпе аптăракансемшĕн те усăллă. Аптекăра сутăнакан препаратсене мулкач курăкĕн çулçинчен, тунинчен, чечекĕнчен хатĕрлеççĕ. Ÿсен-тăран халăх медицининче те анлă сарăлнă. Унпа туберкулеза сиплеççĕ. Геморрой тата вар-хырăм амакĕсем тертлентерсен курăкран чей вĕретеççĕ. Шăл ыратсан шĕвекпе çăвара чÿхеççĕ. Анчах çакна палăртмалла: мулкач курăкĕ – наркăмăшлă ÿсен-тăран, çавăнпа унпа усă курнă чухне асăрхануллă пулмалла. Унран хатĕрленĕ эмелпе чылай вăхăт сипленсен пуç çаврăнма тытăнать, ÿт çине шатрасем тухма пултараççĕ. Юн час кĕвелет тĕк, тромбсем пулас хăрушлăх пур тăк унпа сипленме юрамасть. Ача кĕтекен хĕрарăмсен сĕткенпе усă курмалла мар.

Ÿсен-тăран шĕвекне ĕçсен бронх астминчен, пуç ыратнинчен, шăнса пăсăлнинчен, ÿт чирĕсенчен хăтăлма май пур. Вăл пÿре чирĕсемпе тертленекенсене те пулăшать. Çĕпĕрте курăкпа ĕлĕкех усă курнă. Унпа вар-хырăм пăсăлсан, сив чир аптăратсан сипленнĕ. Ÿсен-тăран вăйлă тарлаттарать. Унпа чĕре чирĕсенчен те хăтăлма пулать. Курăк шĕвекĕ ыратнине чакарать. Вăл хĕрарăм чирĕсене парăнтарма пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика