04 апреля 2012 г.
Вырăскас Пикшихри "Шанчăк" ача сачĕ, унăн заведующийĕ Е.Орынко калашле, ака уйăхĕн илемлĕ кунĕнче, кайăксем илемлĕ юрăсем шăрантарнă, çут тĕнче хĕл ыйхинчен вăраннă чухне çирĕм çул каялла уçăлнă. Кунта пилĕк воспитатель тата вĕсен пулăшуçисем, музыка ертÿçи, логопед, икĕ повар, вырăн таврашне çăвакан машинист, медицина сестри – пĕтĕмпе 23 çын – ĕçлет. Садика 100 ача çÿрет. Вĕсене çулĕсене кура пилĕк ушкăна уйăрнă.
Коллектива садика уçнăранпах Е.Орынко ертсе пырать. Вăл Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.
– Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем питĕ йывăрччĕ, пăтранчăклăччĕ. Садика май килнĕ таран хăвăртрах уçас тесе иртен пуçласа мĕн каçчен чупма тиветчĕ. Çурта туса пĕтертĕмĕр, анчах ачасене йышăнма кирлĕ сĕтел-пукан çук. Ăна туянма Белорусси таран кайма лекрĕ. Яла тулли машинăпа пырса кĕрсен савăннипе вĕçсе кайманни çеç, сĕтел-пукана вырнаçтарса тухсан хул пуççисем çумне çунатсем ÿссе ларчĕç тейĕн. Хама тĕнчене тепĕр май çавăрса лартнă пекех туйрăм, – аса илчĕ Елена Ивановна çав манăçми вăхăта.
"Шанчăк" – районти шкул çулне çитеймен ачасен учрежденийĕсем хушшинче лайăххисен шутĕнче. Паллах, çакăн пек çитĕнÿ коллектива мĕнле ертсе пынинчен, ĕçе мĕнле йĕркелесе янинчен питĕ нумай килет. Елена Ивановна калаçма ÿркенмест, ачасемпе кăна мар, çитĕннисемпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать. Çакăншăн ăна ĕçтешĕсем те, ачасен ашшĕ-амăшĕ те, район администрацийĕн вĕренÿ управленине ертсе пыракансем те хисеплеççĕ, кирлĕ пулсан канаш та ыйтаççĕ, пĕр-пĕр кăткăс ыйтăва сÿтсе явнă çĕре ăна та хутшăнтараççĕ.
Коллектив пирки сăмах пуçарсан чĕлхе вĕçне лайăх сăмахсем кăна пырса кĕреççĕ. Пурте тенĕ пекех Елена Ивановнăпа пĕрле садика уçнăранпах ĕçлеççĕ. Çавăнпа та пĕр-пĕрин çинчен сивĕ, тÿрккес сăмах каланине илтейместĕн кунта. Пĕр-пĕрне сăмахпа та, ĕçпе те пулăшасси тарăн тымар янă коллективра. Савăнăçне те, хурлăхне те пĕрле пайлаççĕ. Туслă, тăрăшуллă колективра вара ĕçĕ те ăнса пырать.
З.Сергеева, А.Кириллова, Н.Павлова, И.Виноградова, И.Николаева воспитательсем хăйсен ушкăнĕсенчи ачасемшĕн чунне пама хатĕр, иккĕмĕш анне сăмаха вĕсем чăннипех те тивĕç. Пĕчĕкскерсем мĕн каланине куçран пăхса итлеççĕ. Воспитателĕн хăш чухне хăйĕн те пĕчĕк ача вырăнне пулма тивет: вĕсемпе пĕрле юрламалла, ташламалла, хаваслă вăйăсем вылямалла. Ача вĕт вăл çитĕннĕ çын та хăй пекех выляма-кулма, кирлĕ пулсан алхасма та пултарать тесе шутлать-çке-ха. Ирĕксĕрех кăмăлне тултарса унăн еккипе кайма тивет. Воспитатель мĕнле ĕçлени ăна пулăшаканран та нумай килет. Пулăшаканĕсем – Т.Данилова, С.Васильева, икĕ Вера Сергеева тата Л.Иванова, пиллĕкĕшĕ те пысăк опытлă, ачан кăмăлне хăвăрт туйса илеççĕ. И.Виноградова пĕлтĕр "Чăваш Енĕн çулталăк воспитателĕ" конкурсăн районти тапхăрне хутшăнса лауреат ятне çĕнсе илнĕ.
Музыка ертÿçи Т.Арсентьева ачасене вырăс, чăваш юррисене юрлама вĕрентет, тĕнчипе анлă сарăлнă классикла музыка итлеттерет, ташлаттарать.
– Мĕнлерех тăрăшса, кĕвĕ çеммипе хусканусем туса юрлаççĕ. Хăшĕн-пĕрин пулсах каймасть пулин те, хăйсем çине пăхтараççех – ача кирек мĕн туни те килĕшÿллĕ, кăмăла çĕклет, – терĕ Татьяна Николаевна.
Л.Кириллова медсестра ачасен сывлăхне тĕрĕслесех тăрать, чиртен асăрхаттарас енĕпе ашшĕ-амăшĕпе калаçусем ирттерет. Юлашки вăхăтра чирлекенсем сахалланнă. Çакă вара Луиза Петровна шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тунине пĕлтерет. Н.Васильевăпа Е.Сергеева поварсем ачасем ялан тутă пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Вĕсем пĕçернĕ апата пурте юратса çиеççĕ.
Ачасен пултарулăхне аталантарас енĕпе те нумай ĕçлеççĕ. Районта иртекен ташă, юрă конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Уйрăмах ÿкерессипе палăрнисем чылай. Раççейри конкурссенче палăрнисем те пур. Вĕсен пултарулăхне диплом парса хакланă.
– Пепкисене садика ярас текенсем нумайлансах пыраççĕ. Çакна шута илсе хушма ушкăн уçма хатĕрленетпĕр. Сахалтан та 20 ача йышăнас тетпĕр. Пурлăх базине пуянлатса тăратпăр. Пуррине перекетлĕ, типтерлĕ тытма, вăхăтра юсама тăрăшатпăр. Кăçал ăшă, шыв системисене кăлтăксăр ĕçлеттертĕмĕр, ачасене йышăнман кун пĕрре те пулман. Ашшĕ-амăшĕ ÿпкелешсе калаçнине, кăмăлсăрланнине илтмен. Çирĕм çул ĕçлесе çĕнсе илнĕ шанăçа, хисепе çухатас мар тетпĕр, – вĕçлерĕ калаçăва ача сачĕн заведующийĕ Е.Орынко.
В. АЧЧА.