АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ

04 апреля 2012 г.

Оксана Михайлова çĕнтернĕ

Канашри почтамтра хулапа районти почта уйрăмĕсен пуçлăхĕсен конкурсне ирттернĕ. Вун пĕрĕн хутшăннă унта. Кашниех хăй ертсе пыракан уйрăмăн презентацине кăтартнă, практикăлла ĕçсем тунă, йывăр лару-тăруран мĕнле тухмалли çинчен каласа панă, ĕçпе çыхăннă ыйтусене хуравланă, юрлас-ташлас пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Районти почта уйрăмĕсем хушшинче чи маттурри Сиккассинчи почта уйрăмĕн пуçлăхĕ О.Михайлова пулнă. Оксана Маркеловнăна диплом тата парне панă. Çĕнтерÿçе ялĕпех саламланă.

Алла-аллăн тытăнса – çур ĕмĕр

Аллă çул пĕрле пурăнни – вăл çемьен пысăк уявĕ, пĕрлĕхĕ, çирĕпленнĕ ырă йăласене тытса пыни. Шăпах çакăн пек юбилейсем çемьери юратупа телее пĕр ăруран тепĕр ăрăва куçарса пынине пĕлтереççĕ. Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕ ылтăн юбилярсен базине туса хунă. Паянхи кун тĕлне çакăн пек çемьесем районта 222.

Чи нумаййи Чакаç ял тăрăхĕнче – 17. Ямашра – 16, Ăвăспÿрт Кипечпе Янкăлчра – 16-шар, Асхвара – 14, Шелттемпе Энтриялĕнче – 13, Ачча, Кăшнаруй ял тăрăхĕсенче – 12-шер.

Фестивале хатĕрленсе

"Иксĕлми Канаш ен çăлкуçĕсем" фестивальпе килĕшÿллĕн Сиккассинчи культура çуртĕнче Сиккасси, Шелттем, Карăклă ял тăрăхĕсен пултарулăх коллективĕсем юрлас-ташлас ăсталăхне кăтартрĕç.

Сиккасси артисчĕсем кашни çулах куракансем умне тĕрлĕ жанрпа тухаççĕ. Хальхинче те программăра хорпа, пĕччен юрламалли юрăсем, вокал тата ташă номерĕсем пулчĕç. Концерта пынисем сиккассисен кашни номерне пысăк хавхаланупа йышăнчĕç.

Шелттем ял тăрăхĕн "Тантăш" фольклор, Карăклăри "Утта" вокал ансамблĕсем фестивалĕн хăйне евĕрлĕ илемĕсем пулса тăчĕç. Ачасен ташă ушкăнĕсем те савăнăç кÿчĕç.

Шетмĕпе Çавал кĕввисем янăранă

Красноармейски салинчи информаципе культура центрĕнче ирттернĕ "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" фестивале Элĕк, Канаш, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Красноармейски районĕсенчи поэт-сăвăçсем, хорсем, вокал ансамблĕсем, юрăç-солистсем хутшăннă.

Районти ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕн "Ентешсем" ансамблĕ тата халăх пултарулăхĕн методисчĕ Л.Никифорова "Юрату утравĕ" (кĕвви Ю.Кудаковăн,сăвви Петĕр Çăлкуçăн), "Саншăн çеç" (кĕвви Л.Никифорован, сăвви Кĕркури Шевкенĕн) юрăсем тăратнă. "Ентешсем" фестивалĕн иккĕмĕш степеньлĕ дипломне тивĕç пулнă. Коллектив вокал ансамблĕсем хушшинче палăрнă. Л.Никифорова юрăçа тата Г.Шевкен сăвăçа дипломпа наградăланă.

Вĕсен ĕçĕ – лайăххисен шутĕнче

Раççей историйĕн çулталăкне халалласа республикăра "Çамрăк музыковед" конкурс ирттернĕ. Пултарулăх тупăшăвне Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 6-18 çулсенчи ачасем хутшăннă.

Шăхасанти ÿнер шкулĕн преподавателĕ В.Михайлова конкурса хăйĕн воспитанникне Даниил Шеркине хатĕрленĕ. "Музыка тавра пĕлĕвĕ" номинацин аслă çулсенчи ушкăнра вĕсем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Валентина Васильевнăпа Даниил хатĕрленĕ "Шăхасанти ача-пăча ÿнерĕн шкулĕ кун хыççăн кун" ĕç пурне те килĕшнĕ.

Финала тухнă

Республикăри шкулсенче акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен конкурсĕ вĕçленсе пырать. Финала 22-ĕн тухнă. Вĕсен хушшинче Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн педагогĕ Л.Тихонова та пур.

Конкурса И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют çĕршыв чĕлхисен факультечĕ йĕркеленĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика