АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕшĕн çурхи кунсем канăçсăр

04 апреля 2012 г.

Тунти кун район администрацийĕн пайĕсемпе службисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен черетлĕ анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ. Тăватă ыйту пăхса тухрĕç.

Хĕвел çÿлерех те çÿлерех хăпарса, кун вăрăмлансах, хирти юр çÿхелсех пырать. Çут çанталăкăн çакăн пек пулăмĕсем çĕр ĕçченĕшĕн чи яваплă, канăç мĕнне мантаракан вăхăт – çур аки çывхарнине систереççĕ. Шăпах çак хĕрÿ тапхăра районта кĕтсе илме епле хатĕрленни, ăна мĕнле ирттерсе яма шутлани çинчен сăмах илчĕ те ĕнтĕ район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров.

Иртнĕ çул акнă-лартнă культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 32502 гектар йышăннăччĕ, кăçал вĕсене 32721 гектар çинче çитĕнтерме пăхнă. Çурхи пĕрчĕллĕ тĕш тырăсене тата пăрçа йышши культурăсене 13490 гектар çинче акса хăварма палăртнă.

Çурхи культурăсен вăрлăхне 23420 центнер хатĕрленĕ. 68,6 процентне акма юрăхлă кондицие çитернĕ. Пĕтĕм вăрлăхăн 4 проценчĕ элитлă. Сортлă мар вăрлăхăн пысăк пайĕ "Янишево", "Сормовский", "Восход", "Канмаш" агрофирма" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче тата "Урюм", "Вперед" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче. Паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне 414 тонна, çĕр улминне – 227, кукурузăнне – 6, судан курăкĕнне – 11 тонна, выльăх апачлĕх пăрçа йышши культурăсенне 15 тонна туяннă. "Ямашевское" агрофирма, "Мотор" агрофирма", "Вперед", "Родник", "Сормовское" хуçалăхсенче акмалли вăрлăха кондицие халĕ те лартман. Вĕсенче тасатса шăтаслăх пахалăхне лайăхлатас тесе тăрăшни те сисĕнсех каймасть.

Лайăх тухăç илессинче тăпра пулăхлăхне пуянлатсах, удобренисемпе апатлантарсах тăрасси пысăк вырăн йышăнать. 2012 çулта районти хуçалăхсене минераллă удобренисем 1,4 пин тонна кÿрсе килмелле. Хальлĕхе 957 тонна çеç туяннă. 12 хуçалăхра – "Ямашевское" агрофирма, "Весна", "Янишево", "Мотор", "Пинер", "Восход", "Родник", "Сормовское", "Аталану", "Мария" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, "Мотор", "Вперед" кооперативсенче çак кирлĕ ĕç çине сÿреккĕн пăхаççĕ.

Техникăна çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленине тĕрĕслеççĕ. Киров ячĕллĕ, "Хучель", "Агат", "Канаш", "Нектар", "Çĕр улмине мухтав "Канаш" агрофирма", Никоноров, Лукиянов, Владимиров хресчен (фермер) хуçалăхĕсем техникăна хатĕррисен ретне тăратасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. "Вперед" кооператив, "Янишево", "Пинер", "Ямашевское" агрофирма, "Родник", "Мотор" агрофирма" пĕрлĕхсем пирки вара çак сăмахсене калама çук.

Çур акине ăнăçлă ирттерме саппас пайсем, çунтармалли тата сĕрмелли материалсем, удобрени, вăрлăх, çĕнĕ техника туянма 19 миллион тенке яхăн кирлĕ пулать. Кăçал 10 ял хуçалăх предприятийĕ, 3 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 15 миллион тенкĕлĕх банксен кĕске сроклă кредичĕсемпе усă курнă, çав шутран Раççей ял хуçалăх банкĕ урлă – 7 миллион та 750 тенкĕлĕх, Перекет банкĕ урлă – 7 миллион та 145 пин тенкĕлĕх.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе эффективлă усă курас енĕпе ĕçлекен комисси районта лайăхлатман çĕр лаптăкĕсем 11000 гектар пулнине палăртнă. Пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕрсем пачах ан пулччăр тесе тăрăшмалла. Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ăна вăхăтра, пахалăхлă ирттерсе ярасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Тĕп вырăнта çурхи кун çулталăк тăрантарать текен шухăш пултăрччĕ.

Хуçалăхсене ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен вăрлăха кондицие лартма, кĕске вăхăтра кадрсене комплектлама, тракторсемпе кăкармалли хатĕрсене хире тухма хатĕрлесе çитерме хушрĕç. Ĕç укçин условийĕсене хатĕрлесе акана хутшăнакансем патне çитерме сĕнчĕç.

Ялсенче йăла каяшĕсене, çÿп-çапа тиесе тухассине мĕнле йĕркелесси пирки район администрацийĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Чернов тата "Коммуналлă сервис" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ С.Ложкин тухса калаçрĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене территорисене тасатса тăма генеральнăй схема хатĕрлесе çирĕплетме сĕнчĕç. Çÿп-çап пухмалли вырăнсене палăртмалла, вĕсене тивертсе ярасран тĕрĕслесе тăмалла, хăйсем тĕллĕн çÿп-çап куписем йĕркеленессине чармалла, халăх хушшинче çырма-çатрасене, çамрăк йывăçсен тăрăхĕсене, çул хĕррисене, урамсене ăпăр-тапăрпа, таса мар шывсемпе варалани çут çанталăка, тăван тавралăха пысăк сиен кÿни çинчен тăтăшах калаçусем ирттермелле, ятарлă предприятисемпе йăла каяшĕсене тата çÿп-çапа тиесе тухма килĕшÿсем тумалла, ялсене, вĕсенчи урамсене тасалăхпа тирпейлĕх тата ешĕл тум кÿрес енĕпе ирттерекен ик уйăхлăхăн мероприятийĕсене халех планламалла. Ял тăрăхĕсен "Коммуналлă сервис" пĕрлĕхĕн пулăшăвĕсемпе усă курас тĕллевпе çак пĕрлĕхпе тĕплĕн калаçса татăлса, сÿтсе явса икĕ ене те çырлахтаракан килĕшÿсем тумалла. Пĕр-пĕринпе килĕшсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен тумхахлă çул майĕпен такăрланса пыратех.

Обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева граждансене пурнăç условийĕсене лайăхлатакансен шутне кĕртме черете тăратмалли йĕрке çинче чарăнса тăчĕ. Федерацин "Çамрăк çемье" тата "Ялăн 2013 çулчченхи аталанăвĕ" тĕллевлĕ программисемпе хваттер е çурт илме мĕнле документсем хатĕрлемелли çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ.

Вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев районта вĕренĕвĕн муниципаллă системи мĕнле аталанни тата модернизаци программине мĕнле пурнăçласа пыни çинчен каласа пачĕ. Сахал мар ĕç тунă, шкул çурчĕсен тăррисене, çĕнĕ пăс хуранĕсем вырнаçтарма, чÿрече рамисем лартма тата ытти юсав ĕçĕсене тума плана кĕртнĕ. Ака уйăхĕ 16-мĕшĕнчен пуçласа ачасене сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене яма заявленисем йышăнма пуçлаççĕ. Çакăн пек лагерьсем Чăваш Енре 24.

Анлă лару евĕклĕ самантпа вĕçленчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн, Патшалăх Думин тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсене хатĕрленнĕ тата ирттернĕ чухне активлă тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп грамотипе Н.Леваяна, С.Ананьевăна, Т.Семеновăна, С.Дмитриевăна, Ф.Григорьевăна, Тав çырăвĕпе А.Петровпа В.Никитина наградăларĕç. "Чи лайăх суйлав участокĕ" республика конкурсĕнче Шăхасанти суйлав участокĕ виççĕмĕш вырăн йышăнса премие тивĕçнĕ, ăна Тав çырăвĕ парса хавхалантарнă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика