АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунри хавхаланăва ĕçре курать

30 марта 2012 г.

– Учитель профессине ачаран юратса ÿсрĕм, аннем пекех вĕрентекен пулма ĕмĕтлентĕм. Çак ĕç чăннипех йывăр та пархатарлă пулнине чун-чĕрепе туйса хамăн пурнăç çулне педагогика ĕçĕпе çыхăнтартăм, – каласа парать Н.Феофанова, Янкăлч вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, пуçламăш классен ертÿçи.

Надежда Анатольевна Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта лайăх вĕреннипе пĕрлех тантăшĕсем хушшинче хастарлăхĕпе, активлăхĕпе палăрса тăнă, ахальтен мар пултаруллăскере пионер дружинине ертсе пыма шаннă.

– Мĕнле кăна мероприяти ирттерместĕмĕр-ши; Тĕл пулусем, тĕрлĕ уяв, ăмăртусем, пионер кăвайчĕсем, "Зарница" вăйă... Пирте хастарлăх тапса тăратчĕ. Пуçаруллисем хăйсен çумне ыттисене явăçтарнă. Ĕне витинче, колхоз уй-хирĕнче тĕрлĕ ĕç пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ, – хăйĕн шкул пурнăçне аса илет вăл.

Совет саманинче октябренок, пионер, комсомол членĕ пулса çитĕннĕ çамрăк ăру пурнăç тути-масине мĕн ачаран пысăк яваплăхпа туйнă.

Çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнме, паллах, вĕрентекенсем те нумай пулăшнă, вĕсен йышĕнче юратнă амăшĕ – Мария Владимировна – класс тулашĕнче те, çемьере те çирĕп ыйтакан воспитатель пулнă.

Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк хĕре Янкăлч шкулне ĕçлеме янă, каярахпа вăл куçăмсăр майпа Шупашкарти педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.

Хаваслă та пултаруллăскер ĕçтешĕсемпе часах пĕр чĕлхе тупнă. Ăста педагог пуçламăш класс ачисене пĕлÿ тĕнчине çул хывма пулăшать: шутлама, вулама, çырма вĕрентет, тантăшĕсен хушшинчи туслăха аталантарать – вĕсемшĕн иккĕмĕш амăшĕ пулса тăрать.

Кирек мĕнле ĕçе пуçласан та вĕçне çитермесĕр лăпланма хăнăхман Надежда Анатольевна.

Вăл – юрă-ташă ăсти те. Нумаях пулмасть унăн воспитанникĕсем "Ташлакан шкул" проекта хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухнă. Кадет класĕпе те тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене пĕрре кăна мар йышăннă. Çакăн пек пултаруллă вĕрентекен ачасемпе юнашар пулни вĕсемшĕн чăн-чăн телей.

Çемьере тăнăçлăх хуçаланни савăнăç мар-и тата; Пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн тытăнса утаççĕ Феофановсем: мăшăрĕ Вениамин тата хĕрĕсем Алисăпа Маша – унăн мăнаçлăхĕ, шанчăклăхĕ.

Ача тĕнчине, шкула юратакан Н.Феофанова, хăй ĕмĕтленнĕ пекех педагог профессине суйласа илнĕшĕн, пĕлÿ вучахĕнче телей çути йăлкăшса çуннăшăн чун-чĕререн савăнать. Вĕрентекеншĕн чи хакли ачасен юратăвĕ пулнине туйса вăл кунсерен юратнă шкул алăкне уçать.

Е.ВАСИЛЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика