АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăна ял-йыш шанать

30 марта 2012 г.

Кивĕ Ахпÿрт каччи Геннадий Степанов çар хĕсмечĕн тивĕçне чыслă пурнăçласа киле таврăнсан малтанах тăван совхозăн тĕп агрономĕ, унтан директорĕ пулнă. Хăйне пур енĕпе те тивĕçлĕн кăтартнă: чăн сăмахшăн çине тăнă, ĕçе тĕплĕ пурнăçланă, тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕ вĕресе тăнă. Чуна пахалакан ырă енĕсене район ертÿçисем часах асăрханă – ăна пысăкрах должноçсене куçарнă.

2010 çулхи юпа уйăхĕнче Геннадий Николаевич вырăнти хăй тытăмлăх суйлавĕнче хăйĕнпе тупăшакана икĕ хут ытларах пухнă сасăпа çĕнтерсе яла каялла таврăннă. Халĕ иртнĕ çулсене Г.Степанов чунне ыраттарса, тарăн шухăша кайса аса илет: "Директорта çавăн чухне ытларах ĕçленĕ пулсан-и;.."

Ку тивĕçе вăл 3 çул та 8 уйăх çеç пурнăçланă пулин те халăх асĕнче юлмаллах ырă та пархатарлă ĕç чылай тунă: хытă сийлĕ çул сартарнă, ача садне хута янă, кĕперсем тутарнă... Унтанпа 22 çул иртнĕ, анчах мĕн улшăннă-ха;

– Ял хăтлăхĕшĕн, инфратытăмне аталантарассишĕн, пуласлăхĕшĕн камăн та пулин трăшмаллах, – тет Геннадий Николаевич. – Çак яваплăха хамăн çине илтĕм. Çавăнпах таврăнтăм та тăван ене.

Ял тăрăхне Çĕнĕ Ахпÿрт, Шаккăл, Кивĕ Ахпÿрт ялĕсем кĕреççĕ. Миçе хĕлпе çу иртнĕ ĕнтĕ, Кивĕ Ахпÿрт варринчи çырма урлă хывнă кĕпере çаплипех юсаттарайман – çынсем тавраран çÿренĕ. Степанов ыйтусене татса парассишĕн тÿрех тăрăшма тытăннă. Уйăх та иртмен – халăх кĕперпе яланхи пекех каçса çÿреме пуçланă. "Вăхăтлăха та пулин тесе вакун платформипех çырлахрăмăр. Тĕпрен-çĕнĕрен тума укçа нумай кирлĕ, республика бюджетĕнчен килмесĕр май çук. Тĕллеве пурнăçлама çине тăратпăрах", – çирĕп шухăш тытнă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Шаккăлта башня ĕçлеменрен çынсем таса шывсăр юлнăччĕ. Юрать-ха сых ятне çăлсем пур. Халĕ пăрăх тăрăх шыв юхать.

Çĕнĕ тата Кивĕ Ахпÿртсенче те тăрă шыв ыйтăвĕ çивĕч. Республика программинче палăртнă тăрăх – 2016 çулта тин çитмелле. Унччен халăх кăмăлне вырăнтах тивĕçтерме майсем шырать Геннадий Николаевич, çынсенчен укçа пухас шухăш та пур. Çынсем хирĕç мар, ара, таса шыв хăйсемшĕн вĕт. Телее, таврара вăйлă тапса тăракан çăл куçсем пур.

Администраци вăйĕпе пĕлтĕр пĕве тутарнă, хĕллехи вăхăтра ялсенче кăçал та çулсене, урамсене юртан тасатсах тăчĕç. Вут тухас пулсан автомашина епле кĕтĕр; Инкек-синкекрен турă сыхлатăр та, тĕслĕхсем пулсах тăраççĕ çав. Тимлĕ, сыхă пулнине мĕн çиттĕр; Çак тĕллевпе кăçал депо çуртне хута ярасшăн, пушар машини туянасшăн. Канашран килессе шанса лараймăн, хулана çитме самаях.

Тĕп йывăрлăхсенчен пĕри – налук сахал пухăнни. Предприятисем çукпа пĕрех те ăçтан кĕтĕр вăл; Усă курман çĕр те пайтах. Степанов сĕннипе 2011 çулта çывăхри хуçалăхсем лаптăксен пĕр пайне арендăна илсе сухаларĕç, кĕрхисем акса хăварчĕç. Кăçал та шанчăклă усламçăсем, фермерсем тупăнасса, юлнă пая пусă çаврăнăшне кĕртессе шанать Геннадий Николаевич.

Çул тăвасси те кун йĕркинче. Вăрман хуçалăхĕнчен Шаккăла çити сарни ансăр. Икĕ енĕпе пĕрер метр хушсан йĕркеллех пулать.

Çут çанталăк газне кĕртме ĕлкĕреймен объектсем те пур. Проектне туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Ĕçе хăвăртлатмаллах. Унсăрăн çитес хĕл валли вут-шанкă, çĕр кăмрăкĕ хатĕрле.

Ял-йыш шанать хăйсен пуçаруллă ентешне, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать.

Халăх тĕрлĕ ыйтупа ял администрацине пырать. Татьяна Антоновăна справка кирлĕ. Ачапа килте ларнăран нухрат çитсе пымасть. Çавăнпа ерçÿллĕ вăхăтра администрацие пулăшма килĕшрĕ.

Геннадий Степанов хăй спортпа туслă та çынсене те сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасшăн. Çамрăксем ытлари кунпа эрне кун Шаккăл шкулĕн спорт залне пухăнаççĕ, волейбол вăййине кăмăллаççĕ.

Клубра концертсем час-часах иртеççĕ. Анчахрах Алена Алексеева, Вячеслав Христофоров артистсем ял тăрăхĕнче пурăнакансене çепĕç юрăпа тыткăнларĕç.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика