30 марта 2012 г.
Ытлари кун Вырăскас Пикшихри культура çурчĕн алăкĕсем ирхине тăххăр çитеспех уçăлса хупăнма пуçларĕç. Курав залĕ культура ĕçченĕсемпе тулсах пычĕ. Ялти культура вучахне сÿнме паман çынсем кунта пухăннин сăлтавне тавçăрса илме йывăрах пулмарĕ. Хăйсен профессиллĕ уявне паллă тума пуçтарăннă вĕсем.
Пурте килсе çитиччен районти ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Н.Антонова ларакансене тунсăхлама памарĕ. Вăл вĕсене шартан чечек, тĕрлĕ тетте тума вĕрентрĕ.
Халăх умне уяв программине ертсе пыма шаннă А.Мурзуковпа И.Иванова тухрĕç. Вĕсем сцена çине Л.Никифоровăна чĕнсе кăларчĕç. Зал унăн çепĕç сассипе тулчĕ. Илемлĕ чăваш юрри пурин кăмăлне те çĕклесе ячĕ. А.Мурзуков юрласа ярсан вара зал хĕрсех кайрĕ, нумайăшĕ ларнă çĕртех кĕвĕ çеммипе тĕрлĕ хускану тума тытăнчĕ, алă çупрĕ.
Культура ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров саламларĕ.
– Эсир ялта пурăнакансене ăшă кулă, лайăх кăмăл парнелетĕр. Малашне те çавăн пек ĕçлеме ăнăçу, пархатар сунатăп. Телей те çирĕп сывлăх сире! – терĕ Константин Анатольевич.
Пухăннисем валли культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ З.Николаева та ăшă сăмахсем тупрĕ. Вăл Чăваш Республикинчи культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн ертÿçи С.Демидова янă саламлă хута вуласа пачĕ.
Акă евĕклĕ вăхăт та çитсе тăчĕ. Культура аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн Тури Сурăмри тата Сителти клубсен администраторĕсене М.Игнатьевăпа Н.Владимировăна, ял тăрăхĕсен тĕп библиотекин информаципе библиографи уйрăмĕн библиографне Л.Евгеньевăна, Карăклă ял библиотекин заведующине Е.Козловăна Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Районти ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕн халăх хорĕн хормейстерĕ В.Стеклов сцена çине тухсан зал хаваслă шавпа "хумханма" тытăнчĕ. К.Никоноров ăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕç пулнине пĕлтерекен ĕнентерÿ хутне пачĕ, кăкăр çине çакмалли палла пиншак лацканĕ çине тирсе хучĕ. Зал савăк шавпа тата хыттăн алă çупнипе тулчĕ. Культура отраслĕнче тухăçлă ĕçленĕшĕн, профсоюз ĕçĕнчи хастарлăхшăн культура ĕçченĕсен республикăри организацийĕн Хисеп грамотипе библиотекăра ĕçлекенсене, культура çурчĕсен директорĕсене, клубсен администраторĕсене чысларĕç. Ятранах калса тухар-ха вĕсене, çак хисепе тивĕçлĕ вĕсем: Т. Ивановăпа Ю.Максимов (Çĕнĕ Шелттем), З.Мукшина (Сиккасси), Г.Шадрова (Çеçпĕл), В.Петрова (Çĕнĕ Пинер), Л.Сергеева (Шăхасан), Т.Филиппова (Шуркасси), М.Краснова (Ямаш), И.Корытников (Катек), А.Андреева (район библиотеки), Н.Иванова (ял тăрăхĕсен пĕрлехи Культура çурчĕ).
Уяв программин савăнăçлă пайĕ хыççăн "Эпир хамăр профессипе мухтанатпăр" професси ăсталăхĕн конкурсĕ пуçланчĕ. "Круто ты попал на ТВ" юрă кĕввипе сцена çине конкурса хутшăнакансем тухрĕç. Улттăн вĕсем: Сиккасси ял библиотекин заведующийĕ З.Мукшина, Çĕнĕ Шелттемри культура çурчĕн директорĕ Ю.Максимов, районти тĕп библиотекăн библиотекарĕ Е.Георгиева, Катекри фольклор пултарулăхĕн çурчĕн директорĕ И.Корытников, Карăклă ял библиотекин заведующийĕ Е.Козлова, Чакаçри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Л.Анисимова.
Малтанах вĕсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Ку енĕпе сиккассисемпе шелттемсем палăрчĕç. Ю.Максимовпа З.Мукшинана пулăшакан ушкăнсем хăйне евĕрлĕ интереслĕ сценкăсем хатĕрленĕ. Кулăш та нумай пулчĕ. Иккĕмĕш задани "Çăлтăр сехечĕ" ятпа иртрĕ. Унта конкурсантсем юрлас-ташлас пултарулăхне кăтартрĕç.
Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ, жюри председателĕ Л.Арсентьева çĕнтерÿçĕсене пĕлтерчĕ. "Чи лайăх клуб ĕçченĕ" ята Çĕнĕ Шелттемри культура çурчĕн директорĕ Ю.Максимов, "Чи лайăх библиотекарь" ята Сиккассинчи библиотека заведующийĕ З.Мукшина тивĕçрĕç. И.Корытников "Культура аталанăвне тÿпе хывнăшăн", Л.Анисимова "Пултарулăхри курăмлă çитĕнÿсемшĕн", Е.Козлова "Пултарулăх шыравĕшĕн", Е.Георгиева "Культура учрежденийĕсен ĕçне инноваци формисем кĕртнĕшĕн" номинацисенче хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç. Конкурсра, номинацисенче çĕнтернисене дипломсем, парнесем парса хавхалантарчĕç.
Сиккассинчи "Асам" ансамбль хитре кăна чăваш юррисем шăрантарса, библиотека ĕçченĕсем А.Трофимовăпа Н.Арсентьева такмаксем каласа, Шăхасанти ачасен "Форсаж" ташă ансамблĕн ертÿçи О.Егорова тухăç ташши ташласа уява тата та илемлĕрех, хаваслăрах турĕç.
В.АЧЧА.