28 марта 2012 г.
Шăхасан ялĕнче пурăнакан 22 çулти Тимофей ятлă (ăна çакăн пек чĕнĕпĕр) çамрăк тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна РФ Уголовлă кодексĕн 328-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе, сăлтавсăр салтака каяссинчен тарса çÿренĕшĕн, айăплаççĕ.
Следстви палăртнă тăрăх, 2008 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 2011 çулхи ноябрьччен, 3,5 çул ытла, комисси йышăнăвĕпе çара кайма юрăхлă Тимофей çар комиссариатне пыма чĕнсе янă повесткăсене 15 хутчен илнĕ. Анчах пĕринче те чĕннĕ çĕре кайман.
2010 çулхи майăн 27-мĕшĕнче çар комиссариачĕн чĕнĕвне хирĕçленине кура черетлĕ повесткăна пама вырăнти ял тăрăхĕн специалисчĕ ун патне килне пынă. Каччă, ахăртнех, унпа тĕл пулма шикленнĕ, çавăнпа та хваттер чÿречинчен тухса тарнă. Телее, хваттерĕ 1-мĕш хутра пулнă.
Çар комиссариатне мĕншĕн пырайманнине вăл тĕрлĕрен сăлтавланă: е унăн Мускава ĕçлеме, е Волгограда юлташĕн туйне каймалла, е тата паспорт улăштармалла пулса тухнă.
Следователь Тимофейăн айăпне çирĕплетекен ĕнентерÿсем çителĕклĕ тупнă, çавăнпа та уголовлă ĕçе Канаш район судне ярса панă.
А.ЖУРИН,
следстви уйрăмĕн ертÿçи.