АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуран çÿрекенсен айăпĕ те пур

28 марта 2012 г.

Хальхи вăхăт тĕлне районта 6 автоинкеке шута илнĕ, вĕсенче 6 çын аманнă, вилекенсем пулман. Виçĕ инкек водительсем çуран çÿрекенсем çине пырса кĕнипе пулнă. Сăлтавĕ: виçĕ тĕслĕхĕнче те çуран çÿрекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни.

Çуран çÿрекенсен тротуарсемпе е вĕсем валли ятарласа палăртнă çулсемпе çÿремелле, вĕсем çук пулсан çул айккипе асăрханса утмалла. Çĕрлехи вăхăтра çул хĕррипе утакан çын çинче автомашина фарĕн çутине каялла тавăракан хатĕр пулмалла, ăна водитель çăмăллăнах асăрхама пултарĕ.

Çул урлă каçнă чухне те уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Çул çине ура ярса пусиччен унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашмалла, çывхарса килекен автотранспорт хăвăртлăхне шута илмелле. Каçма пикенсен пĕр сăлтавсăрах çул варринче чарăнса тăрса куçакан автотранспорта чăрмав кÿмелле мар.

Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманшăн çуран çÿрекенсене те административлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Çул çинчи çăмăлттайлăх пысăк инкекпе вĕçленме пултарассине яланах асра тытăр.

Водительсем çул урлă каçмалли ятарлă вырăнсенче йĕркене пăхăнманнине тата çуран çÿрекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене час-часах пăснине шута илсе нумаях пулмасть районта "Пешеходный переход" рейд ирттертĕмĕр.

О.МИКУШИН,

РФ ШĔМĕн районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика