28 марта 2012 г.
Çапла шутлать сывă пурнăç йĕркипе çирĕп туслашнă ентешĕмĕр, Янкăлч ялĕнче пурăнакан Р.Алексеева. Нумай çул хушши ялти вăтам шкулта физика учителĕ, шкул ертÿçи пулса вăй хунă вăл. Халĕ – тивĕçлĕ канура.
Римма Кирилловнăпа пĕр шухăш-кăмăллисем ял тăрăхĕнче çук мар: А.Осипова, Н.Груздева, З.Чернова...
– Уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывлани кăмăла çĕклет, пурнăç еткерлĕхне парнелет. Сывлăхлă пуласчĕ-ха, – теççĕ вĕсем кăмăллăн.
Çут çанталăкăн асамлă ытамĕнче кашни кун пулма тăрăшаççĕ вĕсем. Çумăр çуни те, шартлама сивĕ те кансĕрлемест вĕсене.
– Йăлана кĕнĕ тăрăх, 5 çухрăмран кая мар утатпăр. Ытларах – каç пулттипе. Сывлăхлă пуласси хамăртан нумай килет, – калаçăва хутшăнать Р.Алексеева.
Çапла, пирус туртни, эрех-сăрапа иртĕхни, ытлашши çини сывлăхшăн сиенлĕ пулнине аван пĕлетпĕр. Вăхăта ытларах ларса ирттерни те усăллă мар. Хусканура – вăй, пурнăç илемĕ пулни куç кĕрет.
Е.ВАСИЛЬЕВА,
Янкăлч вăтам шкулĕ.