АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен шавĕ уншăн илемлĕ кĕвĕ евĕрех

28 марта 2012 г.

Вырăскас Пикшихри "Шанчăк" ача садне кĕрсен хама кирлĕ çынна шыраса тупма йывăрах пулмарĕ. Вăтам çулсенчи хĕрарăм коридор тăрăх кайса хăш алăкне уçса кĕмеллине пит лайăх ăнлантарса пачĕ. Çутă та тирпейлĕ залри пĕчĕк сĕтелсем хушшинче шкул çулĕсенелле çывхаракан ачасем лараççĕ. Мана курсанах ура çине тăрса пĕр харăссăн сывлăх сунчĕç, çĕнĕ çын çине, ман çине эппин, тĕлĕнсе, пĕлесшĕн çунасла пăхрĕç.

– Мана Витали пичче тесе чĕнеççĕ, эсир мĕн ятлă-ха; – ыйтрăм.

Пуçларĕç вара пĕчĕкскерсем ăмăртмалла тенĕ пек хăйсен ячĕсене калама. Хăйсем вара 23-ĕн. Вĕçне çитичченех итлеме тиврĕ. Ячĕсем вара пĕринчен тепри илемлĕ - пĕлет çав хальхи ашшĕамăшĕ ят хума. Кĕтесри алăк уçăлчĕ те вăтам пÿ-силлĕ, тулли кĕлеткеллĕ хĕрарăм тухрĕ. Хăй аслă ушкăнăн воспитателĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. Зоя Алексеевна Сергеева тесе чĕнеççĕ. Кăнтăр апачĕ çывхарнă май ачасене аллисене çума хушрĕ. Хăйне пулăшакан Т.Даниловăпа сĕтел çине апат-çимĕç лартрĕç. Çитернĕ хыççăн кану сехечĕ пуçланчĕ. З.Сергеевăпа юнашар пÿлĕмри сĕтел хушшине вырнаçса ăш пиллĕ калаçу пуçартăмăр. Сăмахсен çăмхи майĕпен сÿтĕлме пуçларĕ.

З.Сергееван йăхĕ-тĕпĕ Елчĕк тăрăхĕнчен. Вунă класс пĕтерсен И.Н.Ульянов Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмне вĕренме кĕрет. Çемьери йывăрлăхсене пула Шупашкарпа сыв пуллашма тивет. Мăшăрĕпе Асхва ялĕнче тĕпленет. Пĕр хушă Чакаç вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ хыççăн "Мотор" колхозăн ача сачĕн коллективне ертсе пыма сĕнеççĕ. Хирĕçлемен Зоя Алексеевна. Çичĕ çул заведующире вăй хурать. Çак вăхăтра Канашри педагогика училищин шкул умĕнхи уйрăмне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет. 1992 çулта тин кăна уçăлнă "Шанчăк" ача садĕнче воспитательте ĕçлеме пуçлать.

– Кунĕпе ачасен шавне кашниех чăтма пултараймасть. Маншăн вара вĕсен вĕçĕмсĕр чĕвĕлтийĕ, кирлĕ пулсан ĕсĕклесе йĕни те, тăван сасă евĕрех. Ман шутпа, пĕчĕккисемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни, анне чĕлхипе çепĕççĕн калаçни, вĕсен "тем пысăкăш хуйхине" ăнланни, суйласа илнĕ профессие чунран парăнни – çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парассинчи çитĕнÿсен никĕсĕ. Мана иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хуни вара пушшех те тăрăшарах ĕçлеме хистет. Çанталăк кĕр енне сулăнсан вĕсемпе сыв пуллашма тивет, çурăм хыçне сумка çакса шкула кайĕç. Хальхинче те хурланнипе куççуле тытса чараймăп ĕнтĕ. Тепĕр ушкăнпа ĕçлеме пуçличченех тунсăх манран хăпмĕ. Шкулта вара "чĕппĕмсене", ытарлăрах каласан, тата тепĕр анне кĕтсе илет. Тĕпренчĕкĕмсем, чăннипех те çапла вĕсем маншăн, вулама-çырма хăвăрт вĕренни, вĕрентекен вĕсем пирки ырă сăмахсем калани – темрен те хаклă. "Тăрăшни, вăй хуни сая каймарĕ иккен", – тесе хампа хам мухтанатăп вара. Вăтăр пĕр çул хушшинче чĕрене ăшăтакан çакăн пек вăхăтсем миçе кăна пулмарĕç пулĕ, – терĕ Зоя Алексеевна.

З.Сергеева хăйĕн ĕçĕнче гигиена воспитанийĕ, ачасен ÿт-пĕвне пиçĕхтересси, сывлăхне çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çак тĕллевсене пурнăçлассинче "Ачасен сывлăхĕ – çемье телейĕ", "Тĕрлĕ хускану – сывлăх тĕрекĕ", "Хĕвел, сывлăш тата шыв – пирĕн шанчăклă туссем", "Сывлăх вăл – пурнăç" занятисем сисĕмлĕ пулăшу кÿреççĕ. Сывлав упражненийĕсем, музыкăпа хускану вăййисем, ташăсем, ритмика ачасене нихăçан та йăлăхтарманнине шута илсе канăçа пĕлмен воспитатель çав занятисене ирттерме хушма вăхăтсем те тупма тăрăшать. Усси вара куç кĕрет: ушкăнра чирлесе ÿкекенсем çулсерен чакса пыма пуçларĕç, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă пулни палăрчĕ, ачине садика ярас текенсен хисепĕ самаях ÿсрĕ. Зоя Алексеевна эрнере пĕрре "Тĕлĕнтермĕш япаласем" кружокăн занятине ирттерет. Кунта вăл кăткăс ал ĕçĕсем тума хăнăхтарать, вĕрентет.

Воспитанниксене шкула кайма хатĕрлес шай патшалăх стандарчĕпе килĕшÿллĕ. З.Сергеева вĕренÿ занятийĕсенче видеоплеерпа, магнитофонпа, телевизорпа, компьютерпа, караокепе усă курать. Пĕлĕвне ÿстерсех пырать. Пушă вăхăт тупăнсанах алла "Ача сачĕн воспитанипе вĕренÿ программипе" çыхăннă методика литературине тытать, тĕрлĕ хаçат-журналта çамрăк ăрăва воспитани парассине лайăхлатас енĕпе пичетленĕ статьясене тĕплĕн вуласа тухса ĕçтешĕсемпе сÿтсе явать, ĕçре усă курма тăрăшать.

– Хамăн воспитанниксемпе кăштах мухтанса илес тетĕп. Эсир хирĕç мар-и; – ыйтрĕ манпа калаçакан.

Пĕр сăмахсăрах килĕшрĕм. Зоя Алексеевна ĕç сĕтелĕн сунтăхĕнчен дипломсем туртса кăларчĕ, мана тăсса пачĕ. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн блокнот страницине çĕнĕ йĕркесем хушăнчĕç. Чи малтан В. Сергеева çырăнчĕ. Вика Пĕтĕм Раççейри ачасен "Çу кунĕсене аса илетпĕр" конкурсăн "Эпĕ хамах" номинацире çĕнтернĕ. Çак номинацирех Даша Архипова виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вика Пĕтĕм Раççейри ачасен энергетикăпа хатĕрленĕ проектсен конкурсĕн республикăри тапхăрĕн "Сăнарлă ÿнер" номинацийĕнче иккĕмĕш степеньлĕ диплом та çĕнсе илнĕ. Арина Иванова, Валера Иванов, Ксюша Ильина тата Максим Михайлов Чăваш Енри ачасен тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕнче лауреатсем пулса тăнă. Маттур ачасене тата вĕсен воспитательне фотоаппаратпа ÿкерсе илтĕм, ашшĕ-амăшĕ пепкисен хаçат страницинчи сăнĕсем çине пăхса савăнччăр терĕм.

– Часах районта "Ташлар-ха савăнса" конкурс пуçланать. Халĕ çине тăрсах хамăн пĕчĕкçĕ артистсене музыка ертÿçи Татьяна Арсентьева пулăшнипе çĕнĕ ташă вĕрентетĕп. Конкурсра лайăххисен йышне кĕрес шухăшлă-ха, – терĕ Зоя Алексеевна репетицие васканине систерсе.

Манпа сыв пуллашнă хыççăн пÿлĕм алăкне уçса ачасен хаваслă сассиллĕ зала кĕчĕ. Пĕр вăхăт шăплăх хуçаланнă хыççăн илемлĕ ташă кĕвви янăраса кайрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика