АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

28 марта 2012 г.

Сăвă-юрă

акăлчанла янăранă

Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче районти шкулсенче 2-11-мĕш классенче акăлчан чĕлхине вĕренекенсем хушшинче "Алло, талантсем шыратпăр" конкурс ирттернĕ. Конкурса хутшăнакансене çулĕсене кура виçĕ ушкăна пайланă.

"Театр" номинацире Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра пĕлÿ илекенсен ушкăнĕ çĕнтернĕ. Çак шкултах 2-мĕш класра ăс пухакансен ушкăнĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Шăхасан шкулĕн воспитанникĕсем. Пурте вĕсем акăлчан çыравçисен юмахне лартса панă. "Поэзи" номинацире Д.Иванова (Шелттем шкулĕ), Т.Григорьева (Хучел), А.Сергеев (Çеçпĕл) сăвă вулама ăста пулнине кăтартса панă.

"Вокал" номинацире А.Михайлова, К.Петровăпа Д.Федотов (Чакаç), О.Алексеева (Çеçпĕл), З.Манякова (Уçырма), К.Сергеева (Янкăлч), Сухайкасси вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен хĕрсен ушкăнĕ юрлас пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Çавăн пекех жюри Карăклăри Ю.Терентьевăпа М.Никитина, Энтриялĕнчи А.Никонорова, Çĕнĕ Чалкассинчи Н.Ильина, Вăтакас Татмăшри А.Патшинапа Е.Яковлева, Шăхасанти Р.Андреева, Шуркассинчи А.Андреева пултарулăхне дипломсемпе хакланă.

Хурт-хăмăрçăсем

канашланă

Хуçалăхсенчи утарçăсемпе тата хурт-хăмăр ĕçне юратакансемпе ирттернĕ канашлу ĕçне "Хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен агентство" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Г.Максимов тата Чăваш ял хуçалăх академийĕн ял хуçалăх ăслăлăхĕсен докторĕ И.Мадебейкин профессор хутшăннă. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров уçнă.

Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Максимов хурт-хăмăр ĕрчетессинчи улшăнусем, çĕнĕ технологисем çинчен каласа панă, малашне хурт çемйисем миçе пулнине çирĕплетекен справка пулмалли, пылпа суту-илÿ тăвас пулсан налук тÿлемелли çинчен аса илтернĕ. И.Мадебейкин профессор "Апат бази – хурт çемйисен продуктивлăхĕн никĕсĕ" темăпа тухса калаçнă. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ Н.Андреева ветеринарипе санитари паспортне мĕнле илмеллипе паллаштарнă. Ветеринари лабораторийĕн ветврачĕ Г.Павлова патологи материалĕсене тĕпчеме суйласа илмелли йĕрке çинче чарăнса тăнă.

Канашлу хурт-хăмăр ăстисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнипе вĕçленнĕ.

Елена Светлая

сăвăсем вуларĕ

Шăхасан вăтам шкулĕнче хăнара Елена Светлая çыравçă пулчĕ. Ăна 4-мĕш класра вĕренекенсем "Радуга" тата "Мамонтенок" юрăсемпе кĕтсе илчĕç. Районăн тĕп библиотекин пай заведующийĕ Л.Егорова çамрăк поэтессăн биографийĕпе, кĕнекисемпе паллаштарчĕ.

Тăваттăмĕш класра ăс пухакансем Л.Григорьева вĕрентекен ертсе пынипе Е.Светлая хайланă "Яшлăхпа ватлăх", "Куккук юратăвĕ" тата "Муха-нехочуха" юптарусем тăрăх хатĕрленĕ сценкăсене лартса пачĕç. Елена çĕнĕ сăввисене вуларĕ. Вĕренекенсем ăна асăнмалăх тĕрĕ тата роза çыххи пачĕç, пĕчĕк концерт кăтартрĕç. Куракансене уйрăмах Кристина Яковлева ташланă тухăç тата чикан ташшисем кăмăла кайрĕç.

Çав кунах Елена Светлая Вырăскас Пикших ял библиотекинче вырăнти шкулта вĕренкенсемпе тĕл пулчĕ.

Çĕнелсе илемленчĕ

Уçырмари культура çурчĕн акт залĕ çĕнĕ тум тăхăннă тейĕн – çĕнелсе илемленнĕ вăл. "Асамлаканĕ" вара – В.Иванов ертсе пыракан строительсен бригади. Кĕске вăхăтра вĕсем зала тĕпрен юсанă. Электричество провочĕсемпе щичĕсене улăштарнă, энергие перекетлекен светильниксем вырнаçтарнă, ултă курав камери лартнă. Хальлĕхе районта нихăш ялта та кун пек камера çук-ха. Каçсерен культура çурчĕн картишне тăватă светильник çутатать. Зал маччине, стенисене, урайне сăрланă.

Юсав ĕçĕсене ял тăрăхĕн бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе тунă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика