АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчен ĕçне чунĕпе парăннă

23 марта 2012 г.

Николай Михайлович Михайлов – çĕр ĕçченĕ, вăл 1934 çулта Катек ялĕнче çуралнă. Мăн аслашшĕ тата аслашшĕ пекех хăйĕн пурнăçне ялпа çыхăнтарнă, хресчен ĕçне чунĕпе парăннă. 1930 çулта ялта колхоз йĕркелесе ярсан, аслашшĕн – Павел Трофимович Трофимовăн кил хуçалăхĕнче колхоз лашисене тытма пуçланă, вăл хуçалăхăн пĕрремĕш лаша пăхаканĕ пулса тăнă. Ашшĕ, Михаил Павлович Павлов, – колхозăн пĕрремĕш бригадирĕ.

Пĕчĕк Коля тăхăр çулта чухнех сысна кĕтĕвĕ пăхнă. Аслăрах çула çитсен, çуллахи каникул вăхăтĕнче, бригадăра ырми-канми тăрăшнă: çĕр сухаланă, сÿренĕ, уя тислĕк кăларнă, çурлапа тырă вырнă. Кирлĕ чухне уйран йĕтем çине кĕлте турттарнă. Вăл вăхăтра пур йывăр ĕçе те лашапа е вăкăрпа пурнăçланă.

Хăйĕн ĕмĕрне Николай Михайлович "Советская Армия" совхозра ĕçлесе ирттернĕ. Вăл ял хуçалăх производствин йĕркелÿçи тата ертÿçи пулнă. 16 çул комплекслă бригадăна ертсе пынă. Н.Михайлов ĕçленĕ тапхăрта ĕне пăхмалли (300 пуç валли), вăкăр самăртмалли (120 пуç валли), пушмак пăрусене ÿстермелли (130 пуç валли) витесем хута кайнă, ялти икĕ хутлă культура çурчĕ çĕкленнĕ.

Патшалăх пултаруллă ял ĕçченĕн çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе хакланă: "Хисеп Палли" орденпа тата сакăр медальпе наградăланă, Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотине парса чысланă. Николай Михайлович районти ăмăртусенче "Пысăк тухăçсен мастерĕ" ята икĕ хутчен çĕнсе илме пултарнă. Обществăлла пурнăçа хастар хутшăннă май унăн Чăваш Республикин ШĔМĕн тата Культура министерствисен Хисеп грамотисем те пур.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, "Советская Армия" хуçалăх та тахçанах саланнă ĕнтĕ. Пушă выртакан çĕрсене тухăçлă ĕçлеттерес тĕллевпе Н.Михайлов ывăлĕпе Владимирпа (вăл ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă) 2000 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Михайловсем тĕш тырă туса илеççĕ, çĕр улми, кишĕр тата хĕрлĕ кăшман çитĕнтереççĕ. Туса илнĕ тухăçпа районти тĕп больницăна туллин тивĕçтерсе тă-раççĕ.

Çулĕсене пăхмасăр (вăл сакăр теçеткене çывхарать ĕнтĕ) хăйĕн пĕтĕм вăй-халне тата пуçтарнă ĕç опытне фемер хуçалăхне аталантарнă çĕрте усă курать. Малашлăхра вăл ăна икĕ енлĕ аталантарма пăхать: выльăх-чĕрлĕх пăхса тата хурт-хăмăр ĕрчетсе. Тĕллеве пурнăçламашкăн пĕр пысăках мар утăм тунă та ĕнтĕ, Михайловсем кредитпа вăхăтĕнче ĕçе кĕртеймен ĕне вити туяннă.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне тупăшлă аталантарса пыма пĕрчĕллĕ культурăсене ытларах çитĕнтермелле, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне ÿстермелле. Унчченхи колхозăн пушă выртакан çĕрĕсем çакна тума май параççĕ. Пĕр çитменлĕх пур: фермер хуçалăхĕнче 1961 çулта туса кăларнă кивĕ Т-40 трактор çеç. Вăл та кашни кун тенĕ пекех ванать, юсаса кăна ĕлкĕр. Çĕннине илме фермерсем укçа-тенкĕ çитереймеççĕ. Хăй вăхăтĕнче перекет кĕнеки çинче упранакан укçапа Николай Михайлович 6 "жигули" автомашина туянма пултарнă, шел, вĕсем самантрах хакне çухатса ахаль хут татки çеç пулса юлнă.

Йывăрлăхсене пăхмасăр Николай Михайлович хăçан та пулин вĕсен кил-хуçалăхĕнче те çĕнĕ "МТЗ-82" трактор кĕрлевĕ илтĕнес шанăçа çухатмасть.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика