23 марта 2012 г.
Кайăк грипĕпе çыхăннă лару-тăру пирĕн çĕршывра çивĕч ыйтусенчен пĕри мар пулин те, Индонези çыннисене сехĕрлентерет тесен те юрать. Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче унта Н5N1 вирусран пĕр арçын вилни пирки пĕлтерет Fox News. Асăннă çĕршывра юлашки 3 уйăхра ку чиртен шар курнă виççĕмĕш тĕслĕх ку. Тĕнчипе çулталăк пуçланнăранпа çак амак виçĕ çын пурнăçне татнă.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Индонезире 2003 çултан пуçласа 2011 çулччен кайăк грипĕнчен 150 çын сывалайман. Пĕлтĕр унта тăхăррăн пурнăçран уйрăлнă. Çав шутра – икĕ ача.
Н5N1 вирус çынна кайăксенчен куçать. Анчах та экспертсем вăл çынсен хушшинче çăмăллăнах сарăлакан формăна куçма пултарасси пирки пăшăрханса каласа параççĕ. Вĕсен сăмахĕсем тÿрре килсен эпидеми пуçланасси куç кĕрет...
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн патшалăхăн аслă инспекторĕ Оксана Сидоренко пĕлтернĕ тăрăх, кайăк грипĕнчен хÿтĕленес тĕллевпе Чăваш Енре кашни уйăхрах килти тата промышленноç кайăкĕсен сывлăхĕн мониторингне ирттереççĕ. Управлени специалисчĕсем тискер кайăксене чăх-чĕп ĕрчетекен хуçалăхсене, фабрикăсене кĕртес мар тесе кирлĕ мерăсем йышăннине тата ветеринарипе санитари правилисене мĕнле пăхăннине куçран вĕçертмеççĕ. Çапах çынсем хăйсене упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать Оксана Болиславовна.
Специалистсем каланă тăрăх, Н5N1 вируса кайăксен пур тĕсĕ те сисĕмлĕ. Ку амакпа чĕр чунсем те аптăраççĕ. Грипп çыншăн та пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.
Тĕпрен илсен, тискер кайăксем – чире саракансем шутланаççĕ. Уйрăмах вĕсен миграцийĕ тапхăрĕнче. Чир сывлăш урлă, инфекци лекнĕ шыв тата апат урлă лекет. Вирус вăрăм тунасем, тĕк-мамăка тапăнакан кăпшанкăсем тата шăши-йĕке хÿре урлă сарăлнине те çирĕплетнĕ.
Чир паллисем: чăхсем çăмарта тăваслăхĕ чакать, вăй-халĕ чакать, апат япăх çиет, канăçсăрланать, ÿсĕрет, сунаслать, куççуль юхать, тĕкĕсем тăрса каяççĕ, пичĕ шыçăнать, диарея пуçланать.
Вирус çаклатнă çыннăн температури хăпарса каять, унăн пуçĕ ыратать, хырăмлăх-пыршăлăх тракчĕ сиенленет, чĕре тата пуç мими, пÿре, ÿпке хавшать. Çынсем ку чиртен сывалайманни кирлĕ эмел шухăшласа кăларманнипе çыхăннă. Çавăнпа та Н5N1 вирусран вилесси 50 процентпа танлашать-тăр.
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем урамра кайăк виллисене курсанах кирлĕ çĕре – патшалăх ветеринари службине – пĕлтерме ыйтаççĕ. Кайăк-кĕшĕке санкциленĕ тата ветеринари докуменчĕсем пур суту-илÿ вырăнĕсенче туянма тăрăшмалла.
Çăмартасене - 70 градус таран вĕрилентернĕ шывра 30 минут (калекле пĕçерме пачах та сĕнмеççĕ), какая та лайăх вĕретмеллине асра тытмалла.
Н. Васильева.